Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Политика ĕçченĕсем

Категорире пурĕ миçе материал: 6
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-6

Сортла: Кунпа
Государственный деятель, генерал-майор милиции, комиссар милиции III ранга
Родился в д. Верхние Кожары (Тури Кушар) Красноармейского района Чувашской Республики.
В. Архипов – выпускник Чувашского государственного педагогического института (ныне университет) им. И.Я. Яковлева, Высшей школы милиции МВД СССР. Трудовую деятельность начал учителем в школе. Был директором школы, секретарем Красноармейского райкома ВЛКСМ. С 1942 г. – в органах внутренних дел республики, помощник начальника, начальник политотдела управления НКВД Чувашской АССР. С 1957 по 1965 гг. возглавлял Министерство внутренних дел Чувашской АССР. После ухода на пенсию преподавал в Чебоксарском экономико-технологическом техникуме.
Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 687 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 19.01.2013 | Комментарисем (0)

1906 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш енчен Пĕрремĕш Патшалăх Думине Упи хресченĕ Яков Абрамович Абрамов лекнĕ. Я. А. Абрамов 1873 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Упи ялĕнче çуралнă. Тăван ялти чиркÿ-прихут шкулĕнче вĕреннĕ. 1888 çулхи августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1890 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕччен Хусанти учительсен семинарийĕн хатĕрленÿ класĕнче пĕлÿ пухнă. Унăн авторитечĕ тăван ялĕнче питех те пысăк пулнă. Патшалăх Думине суйлама вăхăт çывхарсан хăй шухăшне калама пултаракан çамрăка ял çыннисем вулăс пухăвне суйласа яраççĕ. Унтан çул Етĕрнери уесри пухăва выртать. Каярах сăпайлă 33-ри Якова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйлать. Çапла майпа пирĕн ентеш Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăрать. 
Асăннă тапхăрта Яков Абрамович нимĕнле партире те тăман-ха. Пĕрремĕш Патшалăх Думи хăйне салатса яриччен 72 кун ĕçленĕ. Дума 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унта Чăваш енрен икĕ депутат — Я. А. Абрамов тата К. В. Лаврский юрист хутшăннă. 
Я. А. Абрамов "Хыпар” хаçатăн чи активлă çыравçи пулнă. Н. В. Никольскипе тачă çыхăну тытнă. 
Пĕрремĕш Дума правительствăн саккунпа килĕшсе тăман ĕçĕ-хĕлĕ пирки депутатсем чылай çивĕч ыйтусемпе запрос çĕкленĕ. Çавăн пиркиех ĕнтĕ патша ку Пухăва салатса янă та ĕнтĕ. 
Пирĕн ентеш яла таврăннă. Ăна Упи вулăс старшинине, вулăс ĕç тăвкомĕн председательне çирĕплетеççĕ. Яков Абрамович Етĕрне уесĕнчи, каярах Хусан кĕпĕрнин çĕр управисен членĕ пулнă. 1918 çулта пирĕн ентеш Етĕрнери уесри вак кредит кассин пуçлăхĕнче, кайран Упи вулăсĕнче потребительсен обществин ертÿçин секретарĕнче ĕçленĕ. Я. А. Абрамов 1934 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Унăн ултă ача пулнă.
Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 507 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 30.04.2011 | Комментарисем (0)

Иван Илларионович Илларионов (8.11.1893, Етĕрне уесĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ сали (халĕ Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ сали) — 19.11.1969, Ульяновск хули) — патшалăх деятелĕ. 
И. Илларионов Мăн Чурашри икĕ класлă училищĕне (1915) вĕренсе пĕтернĕ, 1917 çулччен Етĕрне уесĕнчи Рункă, Кушар Юнтапа пуçламăш шкулĕсенче ял учителĕнче ĕçленĕ. 1917 çулхи май уйăхĕнчен вăл Упи вулăсĕн обществăлла хăрушсăрлăх комиссарĕ, 1924 çулхи майран 1927 çулхи майччен Чăваш Автономи облаçĕн Совечĕн ĕçтăвкомĕн, Чăваш АССР ĕçтăвкомĕн, Совечĕсен тĕп ĕçтăвкомĕн председателĕ. 1925—1927 çулсенче СССР ВЦИКĕн тата ЦИКĕн членĕ. Автономи облаçне республика туса хумашкăн, Чăваш АССР 1926 çулхи Конституцине хатĕрлеме тата йышăннă çĕре хутшăннă. 1927 çулта ăна Бугуруслан хулине, унтан Ульяновск кĕпĕрне ĕçтăвкомне ĕçлеме куçарнă. Вăтам Атăл облаçне (1929 çултан крайне) туса хурсан наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ тата Советсен край ĕçтăвкомĕн президиумĕн членĕ (1928—33), 1934 çултан — Бектяшин МТСĕн политпайĕн начальникĕ. 1935—49 çулсенче Богдашкинск тата Ульяновск район ĕçтăвкомĕсемпе, Ульяновск хула ĕçтăвкомĕн пайĕпе ертсе пынă.
Ленин орденĕпе наградăланă.

Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 660 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 07.02.2010 | Комментарисем (0)

В числе первых видных руководителей нашей республики был и Лука Семенович Спасов. Талантливый, высокоэрудированный политик сделал немало для Чувашии. Его знали не только у нас. В конце 1937 года состоялись первые выборы в Верховный Совет СССР. Депутатом в высший орган власти был избран 38-летний Лука Спасов. В то время он работал председателем Совнаркома Чувашской АССР.
Вся жизнь Луки Спасова была связана с ответственными работами. Благодаря деловым и организаторским качествам он сумел завоевать глубокое уважение народа. Родился в деревне Средние Траки Ядринского уезда (ныне д. Липовка Красноармейского района) в семье бедного крестьянина. Отец старался обучать своих детей грамоте. Начальную школу и двухклассное училище Лука окончил с похвальными листами. Продолжил бы учебу и дальше, но отец был не в состоянии внести деньги за обучение и специальную форму. Чтобы не сидеть на шее у родителей, Лука устроился переписчиком в Убеевское волостное правление, а затем – Ядринское уездное казначейство.
После революции работал секретарем Убеевского волостного правления. А когда пришло время призыва, Спасов ушел в Красную Армию. Отдав воинскому долгу 7 лет и набрав большой опыт для дальнейшей жизни, он вернулся к мирному труду.
Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 1317 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 07.02.2010 | Комментарисем (0)

Çĕньял Упи ялĕнчи чухăн хресчен çемйинче 1907 çулхи августăн 3-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕн, вăл вăхăтри чылай хресченĕн пекех, пурнăçĕ çăмăл пулман. Кил-йыша тăрантарас тесе çемье хуçин хĕл варринчех платник ĕçне кĕрĕшме тивнĕ. Сантăр Янкасри пуçламăш, Упири икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. Анчах та, килте йывăрлăха пула юлашки вĕренÿ çулĕнче пултаруллă çамрăкăн шкула çÿреме май килмен, хуçалăхра пулăшнă.

Пушă вăхăтра А. Сымокин тусĕсемпе "Çиçĕм” (алăпа çырса) журнал кăларса тăнă, кĕçĕнреххисене хăй мĕн пĕлнипе паллаштарнă. Ахаль мар ĕнтĕ ăна ялти культурăпа çут ĕç кружокне хастар ертсе пынăшăн 1922 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи ку енĕпе ĕçлекен пай тав тунă. Çак хисеп çамрăка татах та хавхалантарать. Çĕрпÿри педучилищĕре пĕлÿ илекен Сантăр, 1923 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче совпартшкулта вĕренекенсемпе пĕрле комсомолăн ялти ячейкине йĕркелет. Пирвайхисен йышне чи хастар 11 çамрăк çырăннă, секретарĕ — А. Сымокин. Тепĕр çултанах Çĕньял Упире хальхи районта пуринчен малтан пионерсен организацине туса хураççĕ.

Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 678 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 31.12.2009 | Комментарисем (0)

ЛЛеонид Прокопьевич Прокопьев (7.4.1934, Янмурçин ялĕ — 8.1.2006, Шупашкар) — патшалăх деятелĕ. 
Шупашкарти электромеханика техникумĕнчен (1952), Пĕтĕм Союзри заочнăй политехника институтĕнчен (1967) вĕренсе тухнă. Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнă (1954—58). 1952—54, 1958—64 — Шупашкарти электроаппаратура заводĕнчи техник, инженер, технологи пайĕн начальникĕн çумĕ. 1961—75 КПСС Шупашкар хула комитечĕн инструкторĕ, промышленноçпа транспорт пайĕн заведующийĕн çумĕ, секретарĕ, Шупашкар хула ĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ, КПСС Шупашкар хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ. 1975 çулхи апрельтен 1989 çулхи октябрьччен Чăваш АССР Министрсен Совечĕн председателĕ; 1989—90, 1992—93 РСФСР Верховнăй Совечĕн пайĕн заведующийĕ. 1990—92 — РСФСР наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ, РСФСР правительствин членĕ. 1994—96 Раççей Федерацийĕн Совечĕн Председателĕн çумĕн секретариачĕн ертÿçи. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕн, "Хисеп палли” орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.
Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 593 | Author: Ф.Федоров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 31.12.2009 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024