Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем

Категорире пурĕ миçе материал: 4
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 1-4

Сортла: Кунпа
И.А.Артемьев Хусанти патшалăх ветеринари институтĕнчен (1968) вĕренсе тухнă. Мари АССРĕн Килемарти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин эпизоотолог врачĕнче (1968—1972), Красноармейскинчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕн çумĕнче – районти ветеринари станцийĕн тĕп ветеринари врачĕнче (1972—78), выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕнче— районти ветеринари станцийĕн тĕп ветеринари врачĕнче (1978—2005), 2005 çултан унтах ветеринари врачĕ.
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ (1982), РСФСР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ (1991).
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 472 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 19.12.2012 | Комментарисем (0)

Пайсупин ялĕнчи Ухвар йăх-несĕлĕнчен тухнă Йăван. Ывăлĕсенчен — чи кĕçĕнни. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах виççĕмĕш уйăхран И. Уварова повестка тыттарнă. Вăл Чул хулана лекет. Кунта икĕ уйăх ытла вĕренсе кĕçĕн командир званине илет. Вăрçăри малтанхи тытăçусем И. Уваровшăн Мускав çывăхĕнчи Димитриев хулипе çыхăннă. 
— Атака питĕ ăнăçлă вĕçленчĕ, тăшманăн малти линине çапса аркатрăмăр. Ун чухне эпĕ 2-мĕш номерлĕ танк çарĕн пĕрремĕш гварди стрелокĕсен бригадинче связистсен отделенийĕн командирĕ, взвод командирĕн заместителĕ пулнă, — аса илнĕччĕ фронтовик. — Пĕррехинче çапла, Мускав çывăхĕнчех, нимĕçсен ункине çаклантăмăр. Вăйсем тан мар. Контратакăна куçрăмăр. Çапăçуран виççĕн кăна тухрăмăр, взвод командирĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хучĕ. 
Пирĕн çарсем наступлени хыççăн наступление куçнă. Можайск, Волоколамск хулисем ирĕке тухаççĕ. Пĕр тытăçура кăна ентешĕмĕр нимĕçсен 15 салтакне, пĕр офицерне леш тĕнчене ăсатать. Унсăр пуçне пирĕннисем чылай хĕç-пăшал туртса илеççĕ. Çак паттăрлăхшăн рота командирĕ кĕçĕн сержанта тав тăвать. Мускава хÿтĕленĕшĕн И. Уваровăн кăкăрĕ çине "За боевые заслуги” медаль çакса яраççĕ. 
Смоленск çывăхĕнчи Груздево ялĕшĕн икĕ кун çапăçнă. Вăл алăран-алла темиçе хутчен те куçнă. Çакăнта И. Уваров питĕ йывăр аманать. 
Пĕрремĕш Украина фрончĕ... Киевпа Житомир хулисене ирĕке кăларассишĕн хĕрÿ тытăçусем пыраççĕ. Пирĕннисем нимĕçсене хĕстере-хĕстере пырса Польша, Румыни çĕрĕсем çине кĕреççĕ. Польшăра И. Уваров иккĕмĕш хут пуçран суранланать. 
— Пирĕн разведка Висла юхан шывĕ урлă нимĕçсем еннелле каçрĕ. Хăвăртрах çыхăну кирлĕ. Эпир кимĕпе каçма тытăнтăмăр, нимĕçсем сисрĕç, пирĕн тавралла тăхлан çумăрĕ çăвать. Задание пурнăçларăмăр, — паллашатпăр "Тăван юншăн” статьяри йĕркесемпе. — Мана, И. Уваров связиста, виççĕмĕш степеньлĕ "Мухтав” орденпа наградăларĕç. 
Атăл хĕрринчен пуçласа Германие çитиччен утса тухнă салтак аттипе И. Уваров. Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕшĕн виçĕ орденпа 8 медале тивĕçнĕ вăл. Çав шутра — Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, III степеньлĕ Мухтав орденĕсем, "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, "Берлина ил-нĕшĕн”, "Мускава хÿтĕле-нĕшĕн”, "Германие çĕнтер-нĕшĕн”, "За боевые заслуги” медальсем тата ыттисем те.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 527 | Author: Георгий Ефимов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 14.09.2012 | Комментарисем (0)

Манăн умра "Ял пурнăçĕ” хаçатăн 1970 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче тухнă черетлĕ номерĕ. Ăна райхаçат журналисчĕсем февралĕн 23-мĕшне — Совет Çарĕпе Тинĕс Çар Флочĕн кунне халалланă. Акă, Владимир Архиповăн "Вутра туптаннă кăмăл” тĕрленчĕкне чун-чĕре ăшшипе, тепĕр хут аса илÿсен хумне путса вуласа тухрăм. Унта Мăн Çавал юхан шывĕн сăртĕнче вырнаçнă, чиркÿллĕ ял пулнă Упири йышлă çемьере çуралнă, тăван тăрăхрах хуçалăх тĕрекĕшĕн ырми-канми вăй хунă Василий Тимофеевич Тимофеев фронтовик çинчен çырса кăтартнă. Ун чухне вăл Ленин ячĕллĕ хуçалăхра счетовод-учетчикра вăй хунă.
В. Тимофеев çемьере ултă ывăлтан — чи асли. Салтак ячĕ тухиччен Василий колхозра, ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕн пулăшаканĕнче тăрăшать. Вăрçă пуçлансан шурă финсене хирĕç алла хĕç-пăшал тытнă каччă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем тăван çĕр-шывăн канлĕхне пăснă тапхăрта Упи каччи службăра тăнă. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче пирвайхи çапăçăва хутшăнать вăл. Вăйсем тан мар çав... Майкоп, Анапа, Туапсе, Краснодар, Дон çинчи Ростов тата ытти хуласемпе ялсене тăшман аллине хăварса каялла чакнă пирĕннисем.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 650 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 02.05.2012 | Комментарисем (2)

Иван Тихонович Тихонов 1922 çулта хамăр районти Шăмар-Тусай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, Степан ятлă пиччĕшĕпе ашшĕн шăллĕ Николай Иванович Кошкин çемйинче ÿснĕ. Вĕсене ялта Кушак Çтаппанĕ, Кушак Йăванĕ тесе чĕннĕ. 
Иван Тихонов мĕн ачаллах колхозри пур ĕçе те кÿлĕннĕ. 1935 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă та малалла вĕренеймен вăл. 
1941 çулта И. Тихонова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вĕсен чаçĕ çĕр-шыв чиккинчен сакăр çухрăмра çеç тăракан хулара вырнаçнă пулнă. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсен вăл вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшманпа çапăçăва кĕрет. 
Пирĕн çарсем вăрçăн малтанхи тапхăрĕнчех чакма тытăнаççĕ. Украинăри Белая Церковь хулишĕн пынă тытăçура çывăхрах снаряд çурăлнипе тăнсăр пулса (контузи илсе) вăрçă хирĕнчех, тăшман тылĕнче выртса юлать. Ăна, вырăнти çынсем тупса, Киев хулинче хамăрăннисем вăрттăн йĕркеленĕ госпитале илсе кайса вырнаçтараççĕ. Кунта вăл темиçе кунтан çеç тăна кĕрет. 
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 636 | Author: Михаил Прохоров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 26.03.2012 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024