Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем

Василий Тимофеев
Манăн умра "Ял пурнăçĕ” хаçатăн 1970 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче тухнă черетлĕ номерĕ. Ăна райхаçат журналисчĕсем февралĕн 23-мĕшне — Совет Çарĕпе Тинĕс Çар Флочĕн кунне халалланă. Акă, Владимир Архиповăн "Вутра туптаннă кăмăл” тĕрленчĕкне чун-чĕре ăшшипе, тепĕр хут аса илÿсен хумне путса вуласа тухрăм. Унта Мăн Çавал юхан шывĕн сăртĕнче вырнаçнă, чиркÿллĕ ял пулнă Упири йышлă çемьере çуралнă, тăван тăрăхрах хуçалăх тĕрекĕшĕн ырми-канми вăй хунă Василий Тимофеевич Тимофеев фронтовик çинчен çырса кăтартнă. Ун чухне вăл Ленин ячĕллĕ хуçалăхра счетовод-учетчикра вăй хунă. 
В. Тимофеев çемьере ултă ывăлтан — чи асли. Салтак ячĕ тухиччен Василий колхозра, ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕн пулăшаканĕнче тăрăшать. Вăрçă пуçлансан шурă финсене хирĕç алла хĕç-пăшал тытнă каччă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем тăван çĕр-шывăн канлĕхне пăснă тапхăрта Упи каччи службăра тăнă. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче пирвайхи çапăçăва хутшăнать вăл. Вăйсем тан мар çав... Майкоп, Анапа, Туапсе, Краснодар, Дон çинчи Ростов тата ытти хуласемпе ялсене тăшман аллине хăварса каялла чакнă пирĕннисем. 
Наступление куçсан кăна Дон çинчи Ростов хулине ирĕке кăларнă. Çакăнта паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн саперлă взвод командирĕн çумне В. Тимофеев сержанта "Çапăçури хăюлăхшăн” медальпе наградăланă. Иккĕмĕш наградăна — "Паттăрлăхшăн” медале — вăл Орел çывăхĕнчи тата Курск пĕккинчи çапăçусемшĕн илме тивĕçнĕ. — Днепр урлă каçнă чухне тăшманпа куçа-куçăн тăма тиврĕ. Питĕ хаяр тытăçусемпе асра юлчĕç вĕсем маншăн. Чылай çухату тÿсрĕмĕр, хамăрăн чи çывăх тус-юлташăмăрсене çăтрĕ вăрçă. Мана та ураран амантрĕç. Медальсем çумне вара "Хĕрлĕ Çăлтăр” орден хушăнчĕ, — аса илнĕ хăй вăхăтĕнче çав самантсене Василий Тимофеевич. — Мана Одер çинчи çапăçусемшĕн 1-мĕш степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăларĕç. 
Одер юхан шывĕ урлă каçнă чухне В. Тимофеевăн взвочĕ тăшманăн чылай техникипе салтакĕсене аркатнă, çĕмĕрнĕ, тăшман татти-сыпписĕр хĕстернине пăхмасăрах юхан шыв урлă кимĕсенчен кĕпер хывса хамăр чаçсене çул уçса панă. 
В. Тимофеев Чехословакине, Венгрие, Румыние, Польшăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Пирĕн ентеш Аслă Çĕнтерÿ кунне нимĕçсен тĕп хулинчен — Берлинран 75 çухрăмра кĕтсе илнĕ, историе юлнă Эльба юхан-шывĕ çинчи тĕл пулăва хутшăнайман, аманнăскер çав вăхăтра госпитальте выртса сипленнĕ. 
1946 çулта демомилизаци йĕркипе киле таврăнать Василий Тимофеевич. В. Тимофеевăн ĕç биографийĕ районти перекет кассипе, Упири сĕт-çу фермипе (вăл кунта заведующинче вăй хурать), уй-хир бригадипе (бригадир), хуçалăх бухгалтерийĕпе (счетовод-учетчик) çыхăнать. Тăрăшуллă çынна ял хуçалăх производствинчи сумлă кăтартусемшĕн Мускаври Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине курма янă.
Вĕсем мăшăрĕпе — Матрена Егоровнапа — йышлă ача (Зоя, Полина, Славик, Коля) пăхса ÿстернĕ, пурне те тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. М. Егорова тивĕçлĕ канăва тухичченех хăй килĕштернĕ тата шанчăклă ĕç вырăнĕнче — Упи вăтам шкулĕнче шут ĕçченĕнче — вăй хунă, "Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. 
В. Тимофеев пирĕнтен, вăрçă суранĕсене пула, 1981 çулхи майăн 6-мĕшĕнче вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Халь салтак арăмĕ — М. Егорова — 91 çулта. Ăна ачисемпе мăнукĕсем чун-чĕре ăшшипе юратса пăхаççĕ тата пурăнаççĕ.

Г.Тусли

Категори: Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Кам хушнă: mixaj_58 (02.05.2012)
Миçе хут пăхнă: 650 | Комментарисем: 2 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 2
0  
2 mixaj_58   (19.12.2012 22:40) [Материал]
20 января при постройке моста через реку Одер проявил также мужество и геройство. Срочно нужно было построить мост через реку Одер для пропуска танков и расширения плацдарма на левом берегу. Под непрерывным артиллерийско-минометным и автоматным огнем противника, проявил бесстрашие и рискуя своей жизнью, обеспечил постройку моста раньше установленного срока. Лично служил примером смелости и бесстрашия своих подчиненных. Тем самым обеспечил выполнение боевых задач, стоящих перед другими частями и подразделениями.
Достоин присвоения звания "ГЕРОЯ СОВЕТСКОГО СОЮЗА".
Командир 256 инженерно-саперного Знаменского батальона майор Пинчуков. 26.02.45 г."
28 февраля 1945 г. командир 55 инженерно-саперной Висленской бригады полковник Ефременко пишет: "Достоин присвоения звания "Героя Советского Союза".
2 марта 1945 г. начальник инженерных войск 5-й гвардейской армии гвардии полковник Подолынный также подтвердил, что он достоин присвоения звания "Героя Советского Союза".
Однако Военный Совет 5-й гвардейской Армии решил наградить Тимофеева В. Т. орденом Отечественной войны первой степени. Это решение подписали: командующий 5-й гвардейской Армии гвардии генерал-полковник Жадов и член Военного Совета гвардии генерал-майор Кривушин”.
Сапер-минер ĕçĕ чи хăрушшисенчен пĕри шутланать. Мина шыракан салтакăн чăтăмлăх тата тÿсĕмлĕх кирлĕ, хăйĕн ĕçне çÿллĕ шайра тумалла. Кăшт йăнăш турăн çеç — тем самантра хăв тата юлташусем пурнăçран уйрăлма пултараççĕ. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: сапер-минерăн пурнăçĕ çÿç пĕрчи çинче тытăнса тăрать тата вăл пурнăçра пĕртен пĕр хутчен кăна йăнăшма пултарать. Вăрçă çулĕсенче пирĕн ентешĕн çĕршер, тен, пинĕ-пинĕпе тĕрлĕрен минăсенчен (çĕр айне пытарса хăварнă снарядсенчен) çĕре сиенсĕрлетме тивнĕ.
Василий Тимофеевича Карели, Крым, Çурçĕр Кавказ çĕрĕсем, Сталинград, Воронеж, Раççейĕн хĕвел тухăç енчи ытти облаçĕсем тăрăх çапăçусемпе иртме тивнĕ. Вăл Белоруссие, Польшăна, Румыние, Чехословакине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă. Аслă Çĕнтерĕве нимĕçсен тĕп хулинчен — Берлинран 70 çухрăмра кĕтсе илнĕ.
1946 çулта В. Тимофеев тăван яла таврăннă, мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Районти перекет кассинче, Коминтерн ячĕллĕ хуçалăх счетоводĕнче, Упири сĕт-çу фермин заведующийĕнче, уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Кирек ăçта та чыслă ĕçпе палăрнă. Çĕр-шывăн Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнма пултарнă.

"Совет Союзĕн Геройĕ" ята илеймен пулин те, ăна илме тăратни хăех пирĕн ентеш вăрçă хирĕнче чăн-чăн паттăрлăх кăтартни пирки, вăл Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшни çинчен калать.
Унăн ячĕ яланах ентешсен асĕнче юлĕ. Эпир унăн паттăрлăхĕпе мухтанатпăр.


М.Прохоров

0  
1 mixaj_58   (19.12.2012 22:39) [Материал]
Пирĕн ентеше, Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă Василий Тимофеевич Тимофеева вăрçăри паттăрлăхшăн 1945 çулхи февраль уйăхĕнче "Совет Союзĕн Геройĕ" хисеплĕ ята илме тăратнă пулнă.
Василий Тимофеевич Тимофеев 1917 çулта Упи ялĕнче çуралнă. Çемьере ултă ывăлтан чи асли пулнă. Хĕрлĕ Çара иличчен вăл ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕн пулăшаканĕнче тăрăшнă. 1939 çулхи апрельте каччă салтак шинелĕ тăхăнать. Шурă финсене хирĕç алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ ăна. Нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕр-шыв çине сĕмсĕрле тапăнса кĕнĕ вăхăтра Василийĕн служба кунĕсем пынă ĕнтĕ. Çамрăкăн пирвайхи хут ирсĕр тăшманпа 1942 çулхи февраль уйăхĕнче Крым тăрăхĕнче çапăçăва кĕме тивет. Çак тапхăрта кунта калама çук пысăк, тан мар çапăçусем пынă. Мĕн тăвăн,вĕсенче вара пысăк хуласемпе ялсене хаяр тăшман аллине хăварса каялла чакма тивнĕ.
1942 çулхи май уйăхĕнчен пирĕн ентеше Çурçĕр Кавказ, 1942 çулхи апрельтен Степной, 1943 çулхи октябрьтен 2-мĕш Украина, 1944 çулхи июльтен 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçма тивет. В. Тимофеев ВКП(б) членĕ пулнă. 1944 çулхи августра тăшман пульлинчен аманать сержант. Инженерипе саперсен 55-мĕш Висленски бригадин инженерипе саперсен 256-мĕш Знаменски батальонĕн отделени командирĕ пулнă вăл. Хаяр тытăçусенче пĕрре кăна мар паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă. Мĕн пур çар заданийĕсене вăхăтра, тивĕçлипе тата чыслăн пурнăçланă. Çавăншăн вара В. Тимофеева пĕр хутчен çеç мар çар наградисемпе чысланă. Василий Тимофеевич 1943 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче стрелоксен 33-мĕш корпусĕн приказĕпе "Çапăçури хăюлăхшăн", 1944 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче вара инженерипе саперсен 55-мĕш бригадин приказĕпе "Паттăрлăхшăн" медальсене тивĕçнĕ.
1945 çулхи январь уйăхĕн пуçламăшĕнче В. Тимофеев çакăн евĕр задача илнĕ: наступление куçма хатĕрленекен хамăрăн çарсем валли минăсен — çĕр айне пытарса лартнă снарядсен уйĕнче таса çул (проход) хатĕрлемелле. Пурнăç хăрушлăхне пăхмасăр В. Тимофеев хăйĕн отделенийĕпе çав участока снарядсенчен тасатнă, çар приказне вăхăтра пурнăçланă. Чыслă ĕçшĕн, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн бригада командирĕн Софроненко полковникăн приказĕпе В. Тимофеева 1945 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Тепĕр уйăхран вара ,1945 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче, пирĕн ентеше "Совет Союзĕн Геройĕ" хисеплĕ ята пама тăратнă пулнă. Награда листинче акă мĕнле çырнă (текстне вырăслах илсе паратăп): "12 января 1945 г. при прорыве обороны противника в районе местечка Стопница (Польша) проявил истинную отвагу, мужество, бесстрашие и геройство. Тов. Тимофеев под артиллерийско-минометным и автоматным огнем противника, рискуя жизнью, ползком снимал одну мину за другой и своевременно выполнил боевой приказ: со своим отделением проделал 4 прохода в минных полях наших и 5 проходов в минных полях противника. После проделывания проходов он со своим отделением сопровождал танки, артиллерию, подразделения пехоты в устроенные им проходы в минных полях, которые прошли без единого подрыва. В результате наши подразделения успешно выполнили поставленную перед ними наступательную операцию по прорыву обороны противника на этом важном участке.

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024