Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Борис Романов
Вунă ачаллă кил-йышра ӳснĕ. Анат Кушарти — пуçламăш, Янкасри — сакăр çул, Красноармейскинчи 11 çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. 1965—1970 çулсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн тӳрех Çĕрпӳ районĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Унтанах çулталăклăх çар хĕсметне кайса килнĕ. 1974 çулхи авăн уйăхĕнче ăна Красноармейски районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан — литература сотрудникĕ, кайран — яваплă секретарь пулнă. Малашлăхлă пултарулăх çыннине республикăри çырăвçăсем те асăрханă: Красноармейскинчен Шупашкара куçарнă — Чăваш Инçекуравĕн литературăпа драма кăларăмĕсен аслă редакторĕ пулма шаннă. Кунта вăл самай вăхăт тăрăшнă.
Борис Романов ача чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Хăй 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех унăн пĕрремĕш сăвви чăваш çыравçиссен «Ялав» журналĕнче тухма тивĕçлĕ пулнă.
Çапла Борис Романов тăван литературăн анлă каçалăкĕ умне тухнă. Хăй пурăннă чух унăн сăвви-поэмисем республикăри хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленнĕ, «Çеçпĕл çеçкисем», «Малтанхи утăмсем» ятпа ушкăн авторсен кĕнекисенче тухнă. 1976 çулта Мускаври «Молодая гвардия» издательствăра «Родники» альманах Борис Романовăн сăввисене вырăсла кăларнă. Ку ăнсăртран мар: малтанхи çул поэт çамрăк писательсен Пĕтĕм Союзри канашлăвне хутшăннă, Михаил Дудин семинарĕнче ĕçленĕ...
Хăй виличчен Борис Романов икĕ кĕнеке кăларса юлма ĕлкĕрнĕ: «Ӗненӳ» (1976) тата «Сенкер хĕвел» (1979 çул). Вара ăна СССР ÇП членне йышăннă. Çав вăхăтра çак чыса тивĕçнисенчен чи çамрăкки пулнă. Унăн илемлĕ ĕçĕсенчи сăнарĕсем — хамăр çĕршыва, халăха хĕрӳллĕн юратакан, ĕçшĕн чунне пама хатĕр çамрăк çынсем — хăюллă та парăнманскерсем. Тантăшлăх, телей темисем малти вырăнта тăрççĕ. Поэтăн хăйне евĕрлĕ шухăшлавсем пулнă, пурнăç çине ыттисем пек мар, хăйне май пăхнă. Юлашки çулсенче вăл «Кăкăр сĕчĕ» ятлă сăвăсен пуххине кăларас тесе тăрăшнă. Анчах та вăл çав куна кĕтсе илеймен. Кĕнеки хăй вилсен çулталăкран кун çути курнă...
Сăвăç пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пулсан та кĕнекисене кăна мар, сăвăç ятне, унăн сăнарне ăна пĕлнĕ, пĕрле ĕçленĕ, туслă пурăннă ĕçтешĕсем яланах асра тытаççĕ. Уйрăмах Красноармейски районти нумай-нумай вулакансем ун сăввисене мухтаççĕ.
Поэтăн мăшăрĕ — Постумия Афанасьевна, унăн ачисем — Елена хĕрĕ тата Евгений ывăлĕ.
Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (19.11.2010)
Миçе хут пăхнă: 685 | Рейтинг: 5.0/4 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024