Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем

Эдисон Анисимович Патмар
Эдисон Иванович Патмар — чăваш çыравçи, сăвăçи. Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче 1955 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.
1997 çултанпа Раççей пĕрлешĕвĕн çыравçи, пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн членĕ, Нестер Янкаспа Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш халăх академикĕ. Совет Союзĕн тата ытти ют çĕршывсен 7 медальне илме тивĕçлĕ пулнă.
Амăшĕ — Ольга Ивановна, ашшĕ — Патмар Иван Анисимович. Ольга Ивановна культура ĕçченĕ пулса юнашар ялта библиотекарьте ĕçленĕ.
1972-1976 çулсенче Оренбург хулинче аслă пĕлӳ илнĕ. 1979 çулта Киев хулинче 10-мĕш ЦК УПСра вĕреннĕ. 2003 çулта ЧПУра Чăваш филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. 1993 çулта запаса тухнă, запасри подполковник. Запасра, 1998 çулччен «Патмар» кĕнеке издательствине ертсе пынă, пĕр вăхăт, 1995 çулта, «Защитник Отечества» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1998 çулччен хăй çырнă хайлавсене, ашшĕн ĕçĕсене редакцилесе, ытти çыравçăсен сăвви-калавне хакласа кĕнекесем кăларнă. Кайран, вĕрентекенсен тата тĕрлĕ çыравçăсен сĕнĕвĕсене шута илсе, икĕ пичет органĕ уçнă — «Халăх ăс-хакăлĕ» журнал тата «Халăх ăс хакăлĕ» журнал библиотеки». 2003-2004 çулсенче Чăваш республикин вĕрентӳ институчĕнче аслă преподавательре ĕçленĕ. 2005 çултанпа - «Капкăн» журнал редакторĕ.
Пĕрремеш сăвви «Ял пурнăçĕ» хаçатăн 1970 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 156-мĕш (3197) номерĕнче пичетленнĕ.
Мăшăрĕ, Татьяна Петровна, педагог. Ывăл пур, Сергей ятлă.

Пичетленнĕ кĕнекисем:
Чăваш календарĕ (1996)
Чăваш календарĕ (1998)
Сана валли, чăваш ачи
Халăх ăсĕ юрату çинчен
Улахра
Яманак ял ĕçченĕн календарĕ
Чăваш ялĕ
Ĕненме юрать-и?
Манăн ял курăкĕсем
Çул хуçи
Чун
Вулас килет, пĕлес килет
Упи ялĕ
Кил ăшши
Ан ятлаç
Ытамра 31 минут
Чăвашла-китайла-украинла калаçу кĕнеки
Тĕлĕкре (калавсем)
Чăвашлах пурăнам-ха. (Сергеев В.И. 60 çула çитнине халалласа)
М.И. Скворцов - 70 çул. Ăслăлăх çулĕпе
Сăра пички
Алтăр çăлтăр çулĕпе. Иван Патмар - çыравçă, фольклорист, сăвăçă
Чĕлхе тымарĕ патне. А.П. Хусанкай 55 çул
Çут çăлтăр. Августа Уляндина çинчен
Чăваш халăх культури
Алă çул - паллă çул. С.П. Иванов 50 çул тултарнине халалласа
Yamanak
В 50 жизнь только начинается
Есть такой союз
Деревня
Хозяин дороги
У нас побывал Президент
Мое училище – моя история. История ядринского лицея
Батраки
Добро пожаловать в деревню

Категори: Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем | Кам хушнă: alex-net (09.11.2009)
Миçе хут пăхнă: 1200 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024