Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Композиторсем

Филипп Лукин
Филипп Миронович Лукин (1.7.1913, Етĕрне уесĕнчи Çавалçырма ялĕ - 3.2.1994, Шупашкар) – композитор, хор дирижерĕ, музыкăпа общество деятелĕ, СССР Композиторĕсен союзĕн членĕ (1941). 
Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнчен (1932), Мускав консерваторийĕнчен (В.Г.Соколов класĕ, 1942) вĕренсе тухнă.1942-1956 – Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçи, 1957-59 – Чăваш патшалăх филармонийĕн илемлĕх ертÿçи тата директорĕ, 1959-92 – Шупашкарти музыка училищин преподавателĕ. Чăваш АССР композиторсен Союзĕн правленийĕн председателĕ (1948-77), Хор обществин (1984 çултанпа) председателĕ, ку общество 1987 çулта Чăваш АССР музыка обществи пулса тăнă. 
Лукин ячĕпе Чăваш ен композиторĕсен 20-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи юрăпа хор пултарулăхĕн çитĕнĕвĕсем çыхăннă. Вăл вокал хайлавĕсене 800 ытла шăратса кăларнă, вăл шутра - массăллă юрăсем, музыка инструменчĕсемсĕр хор юррисем («Çăкăр», «Асатте юрри»”, «Хĕрсен такмакĕсем»), романс-юрăсем, ача-пăча юррисем, фольклор илемлетĕвĕсем, вăл хăй çырса илнĕ халăх юррисем, вăл шутра «Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Шур перчетке». Чи лайăх юррисем Раççей хулисемпе республикисенчи нумай юрăçсен, Пĕтĕм Союзри радион хор коллективĕсемпе солисчĕсен репертуарне кĕнĕ. Унăн Шупашкарта автор пуххисем 17, Мускавра 12 пичетленсе тухнă. 
Композитор-юрăç «Çамрăксен юррипе» палăрнă, вăл ăна С.С.Элем сăмахĕсемпе 1942 çулта кĕвĕленĕ, ку чăннипех халăх юрри пулса тăнă. Унăн кĕвви Чăваш радио позывнойĕ пулса тăнă. Лукин çĕр-шывра пулса иртекен событисем, Тăван çĕр-шыв, Мускав, Атăл, ял çыннисем, çамрăксен патриотла туйăмĕсем, ăнтăлăвĕ пирки гражданла лирикăлла мелпе юрăсем кĕвĕленĕ. Гражданла тематика ун пултарулăхĕнче тĕп вырăн йышăннă, ăна вăл хăйне евĕрлĕ, çĕнĕлле, суя çĕкленÿсĕр уçса панă. Çакăн пеккисем «Çуралнă çĕр-шыв», «Чечекленет çĕр-шывăм», «Атăлпа Сĕве хушшисем», «Юрататăп, çĕр-шывăм сана», «Хăмла пахчи». Юрату лирики те анлă вырăн тупнă. Унăн пултарулăхĕ малашлăха шанчăклăн пăхать, çавăнпа çамрăксемшĕн те çывăх. «Çутă ĕмĕт», «Сирень», «Такăрлатăп урама», «Тусăм, тухчĕ Атăл хĕррине», «Уçланкăри палан» Чăваш Енре анлăн сарăлнă, радио, телевидени передачисенче, професси тата пултарулăх коллективĕсен концерчĕсенче, халăх уявĕсенче – урамсенче тата площадьсенче янăранă. Лукинăн юрă пултарулăхĕнче чăваш халăх музыкин уйрăмлăхĕсем (интонаци стройĕ, хăйне майлă ладоритмика тытăмĕ) тата массăллă совет музыкин мастерĕсен ырă йăлисем палăраççĕ. 
Лукин инструменталлă – сĕрме купăс, виолончель, гобой, кларнет, валорна валли çырнă юрăсен авторĕ. Юрăсем пекех, асра юлакан мелодисем çинче тытăнса тăраççĕ, интонацисен пархатарлăхĕпе тата çепĕçлĕхĕпе, юрлама çăмăл тата уçă, меллĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. 
Вăл хăй хутшăннипе чăваш музыкин Мускаври, Ленинградри, Горькинчи, Киеври, Минскри, Дагестанри, Карелири, Атăлпа Урал регионĕн мĕн пур республикисенчи кунĕсене йĕркелесе ирттернĕ. 
Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1945), РСФСР искусствисен тава тивĕлĕ деятелĕ (1960), Дагестан АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1972). Патшалăхăн (Сталинăн) 3-мĕш степеньлĕ премийĕн лауреачĕ (1952). Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Мухтав кĕнекине кĕртнĕ (1989). Октябрьти революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕ, «Хисеп палли» орденсемпе наградăланă. Шупашкарти К.Маркс урамĕн хăй пурăннă 24-мĕш çурчĕ çине мемориал хăми çакнă. Л.М.Лукинăн шăллĕ.



Çăлкуç: http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./5017/324956/325768/340923
Категори: Композиторсем | Кам хушнă: mixaj_58 (07.12.2009)
Миçе хут пăхнă: 855 | Рейтинг: 5.0/4 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024