Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Публицистсем

Леонтий Алексеев журналист
Л. А. Алексеев Кăмакал ялĕнче 1938 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăл вăхăтри синкерлĕ пурнăçра иртнĕ. Виçĕ çулта чухне тăван кил-çурт тĕрексĕр тăрса юлать. Фашистла Германи тапратнă чи хаяр вăрçăра тăван ашшĕ — Алексей Никифорович Никифоров — Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçура хыпарсăр çухалать. Юратнă амăшĕпе — Вера Сергеевнапа пĕрле ырлăх-хурлăха пайласа çитĕннĕ ача. Вăрçă чарăнсан, 1946 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри шкула 1-мĕш класа каять, 1953 çулта вĕренсе тухать. Леня — вăрçă ачи, ачалăхĕ çăмăл та савăнăçлă пулман. Тăлăх çемьере вăл — асли, кĕçĕннисем: икĕ йăмăкĕ — Евдокия тата Мария. Шкула час-часах хура çĕре шурă юр çуса лартиччен çарран утнă, пир сумкăра — кĕнекесемпе пĕрле пиçнĕ çĕр улмипе сухан. Шкултан таврăнсан, кĕркуннехи вăхăтра уя вырса илнĕ тырăран юлнă хăмăла кĕреплепе пуçтарса сивĕ пÿрте хутса ăшăтма çухрăмсерен йăтмалла пулнă. Çулла пысăкраххисемпе пĕрле ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă Ункăçум заводĕнче кунĕпе ĕçлесе хĕвел анаспа пĕрер килограмм çĕр улми мезги, тепĕр чух çĕр улми крахмалĕн юлашкине киле илсе килнĕ, çапла майпа амăшне çемьене тăрантарма пулăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче аран-аран хуткаласа ăшăтнă пÿртре уроксене хатĕрленипе пĕрлех, амăшне курăс чĕрме, чĕрнĕ курăса хĕçе тирме пулăшнă. Çав çулсенче пирĕн районти ялсенче килсерен чăпта ĕçĕпе тăранса пурăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Леонтий тăван колхозра тĕрлĕрен ĕçсене пысăккисемпе пĕрлех хутшăнать: çуркунне уйра лашапа сÿре тăвать, шăтса тухма хатĕрленекен калчасене пĕр лаша кÿлнĕ йывăçран тунă катокпа пусăрăнтарать. Кĕçех çĕрĕн самаях яваплă та йывăр ĕçне кÿлĕнет: икĕ лаша кÿлнĕ икĕ каслă плугпа суха ĕçĕсене пурнăçлать. Вăл вăхăтра колхозра укçа ĕçлесе илме пачах пулман тесен те йăнăш мар. Ÿссе каччă пулнă çамрăкăн тăхăнас та пулать, йăмăксем те çитĕнеççĕ, вĕсене те шкула яма тумтир кирлĕ. Çапла вара Леонтий ялти темиçе çамрăкпа пĕрле Кемĕр облаçĕнчи Киселевск хулине тухса каять. Унта сăрт-ту промышленноçĕн училищинчен вĕренсе тухать. 1956 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа "Кагановичуголь” трестне пăхăнакан 12-мĕш номерлĕ шахтăра çĕр айĕнче откатчик пулса ĕçлеме пуçлать. 1957 çулхи июнь уйăхĕнче строительство цехне штукатура куçать. 1958 çулта Леонтий çемйинче питĕ пысăк инкек — йывăр чире кайса хăйне çуратса ÿстернĕ юратнă амăшĕ — Вера Сергеевна Сергеева — 42 çултах çĕре кĕрет.
Çавна май Леонтий 1958 çулхи июнь уйăхĕнче тăван яла таврăнать, çемье пуçĕ пулса тăрать. Çав çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа хамăр районти хальхи культура çуртне тума хутшăнать, 1960 çулхи март уйăхĕчченех штукатурта ĕçлет. 1960 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче Леонтий Алексеева Красноармейскинчи вăтам шкула ачасене штукатур ĕçне вĕрентекен инструктора ĕçе илеççĕ. Кунта 1960 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕчченех хăй те штукатур пулса шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтерме хутшăнать. Хĕллехи вăхăтра районти культура çуртĕнче кочегарта ĕçлет.
Çырас шухăш Леонтийăн ачаранах çуралнă. Чи малтанхи утăм районта тухса тăракан "Коммунизм çулĕпе” хаçатра (1958 ç.) умлă-хыçлах фельетон майлăрах икĕ статья пичетлесе кăларать. Пĕри — Кăмакалти выльăх пăхакансен кану çуртĕнче сыснасем çăвăрлаттарса (ялти çамрăксене пухăнмалли вырăн та çав çуртрахчĕ) "Правда” колхоз правленийĕ çамрăксене ялта кану условийĕсем туса паманни, тепри — Пшонкă ферминче вăй хуракан пĕр хĕрарăм-доярка мала тухас ĕмĕтпе хăйĕн сĕтпе тултарнă витрисем çине шыв ярса хушнă тĕслĕхе çирĕплетни... Ун хыççăн район хаçатĕнче час-часах "Л. Алексеев” тесе алă пуснă тĕрлĕрен статьясем курăнатчĕç. Çырас пултарулăхĕ ÿссе пынине курсах пулĕ ĕнтĕ 1961 çулхи июнь уйăхĕнче каччăна "Коммунизм çулĕпе” хаçата ĕçлеме илеççĕ. Унта вăл корректорта тимлет. Района пĕтернĕ хыççăнах 1962 çулти майăн 22-мĕшĕнче Л. Алексеева Çĕрпÿ районĕнчи "Октябрь çулĕ” хаçата фотокорреспондент пулма йышăнаççĕ, кĕçех литсотрудникра ĕçлеме тытăнать.
1966 çулхи май уйăхĕнче, Красноармейски районне çĕнĕрен йĕркеленĕ хыççăн, Красноармейскинче тухса тăракан "Коммунизм çулĕпе” хаçат редакторĕн заместителĕнче ĕçлеме пуçлать. 1966 çулхи июльте каллех Çĕрпÿри "Октябрь çулĕ” хаçат литсотрудникĕ. Хаçатçă пултарулăхĕ аталаннине "çÿлтисем” те асăрхамасăр юлма пултарайман. 1967 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа Л. Алексеев республикăри "Коммунизм ялавĕ” хаçатра Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсен ятарлă корреспондентĕнче ĕçлеме тытăнать. 1970 çулхи февральтен пуçласа — хаçатăн ял хуçалăх пай заведующийĕ. 1978 çулхи августăн 16-мĕшĕччен "Коммунизм ялавĕ” хаçат редакторĕн заместителĕ. Çак ĕçре вăл 13 çул хушши тăрăшать. 1991 çулта хаçатăн ĕлĕкхи ятне тавăраççĕ, хаçат "Хыпар” ятпа тухма тытăнать. Л. Алексеев "Хыпар” хаçатăн ял хуçалăх пайĕн редакторĕ, 1993 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчен пуçласа 2008 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕчченех, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, "Хыпар” хаçатăн экономика пайĕн редакторĕнче вăй хурать. Л. Алексеевăн ĕç кĕнекинче ĕçшĕн хавхалантарни тата парнесем пани çинчен калакан страницисенче творчествăлла пархатарлă та пултаруллă ĕçне кура темиçе хутчен те редакци тав туни, укçан премисем парса хавхалантарни çинчен çырса хунă. Хĕрĕх ултă çул хушшинче ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă çĕршер статья, тĕрленчĕк, очерксемпе публицистикăлла материалсем çырнă Алексеев журналист. Хуçалăхсен çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхсене çутта кăларас тĕллевпе республикăри районсенче çитмен вырăн юлман та пуль. Л. Алексеев пултаруллă ĕç коллективĕсене, уйрăм çынсене асăрхама, кашни ертÿçĕпе, кашни ĕçченпе куçа-куçăн калаçма, вĕсене ăнланма, хаçат урлă хавхалантарма пултарнă! "Хыпар” хаçатра кăна 41 çула яхăн вăй хурса пултарулăхне ĕçри аслăрах юлташĕсенчен вĕренсе, аталантарса пынă. Хаçатăн экономика пайĕн редакторĕ пулнă май, паянхи ял, хресчен, фермер хуçалăхĕсен пурнăçне паянхи пурнăç шайĕпе виçме, танлаштарма пултарнипе кăна хаçата алла тытса вулакансемпе пĕр чĕлхе тупма май пулнине тавра курăмлă журналист лайăх ăнланнă. Кунта уйрăммăнах çĕр ыйтăвĕ, çĕр ĕçлекене пурлăх енчен хавхалантарасси, реформăсене ĕçлекеншĕн те усăллă ирттересси пысăк вырăн йышăннă. Журналистшăн ялта пурăнакан пурнăç условийĕсем (уйрăмах çамрăксемшĕн), çут çанталăка, тавралăха сыхласси чи çивĕч ыйтусем пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл ял хуçалăхĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă. Хăй кăларнă чылай кĕнекесемпе брошюрăсемшĕн Чăваш АССРĕн Журналистсен союзĕн правленийĕн бюровĕн 1980 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчи постановленийĕпе Л. Алексеев журналиста Семен Элкер ячĕллĕ премине парса чыс тунă. Вăл çак хисеплĕ лауреат ятне илекенсенчен — 9-мĕш çын. Л. Алексеев Чăваш Республикинчи журналистсен Леонид Ильин ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ те. 1978 çулта вăл "РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ. "Хисеп палли” орден кавалерĕ. Çавăн пекех ăна "Ĕç ветеранĕ” медальпе, кăкăр çине çакмалли чылай паллăсемпе чысланă. Ентешĕмĕр обществăлла ĕçре те самаях çитĕнÿсем тунă. Ахальтен мар ăна Шупашкар хула Канашĕн депутачĕ пулма виçĕ хутчен суйланă. 1985 çулта Л. Алексеева Чăваш АССРĕн Халăх контролĕн комитечĕн членне суйланă, 1967 çултанпа — СССР журналисчĕсен союзĕн членĕ. 1983 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн, 1988 çулта Чăваш парти обкомĕпе Министрсен Канашĕн, Шупашкар хула Канашĕн хисеп грамотисене тата нумай ытти хисеплĕ хутсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ хаçат ветеранĕ. "Хыпар” хаçат тухма тытăннăранпа 100 çул çитнĕ май 2006 çулхи мартра экономика пайĕн редакторне Л. Алексеева РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Çак наградăна савăнăçлă ларура Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров парать. Çавăн пекех тĕрлĕ тĕспе кăтартакан хаклă йышши телевизора тивĕçет пултаруллă та хастар хаçатçă-журналист. Ун ятне Чăваш энциклопедине те кĕртнĕ.
Категори: Публицистсем | Кам хушнă: mixaj_58 (27.07.2012) | Статья авторĕ: Николай Семенов
Миçе хут пăхнă: 547 | Тегсем: Леонтий Алексеев журналист | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024