Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Леонид Антонов сăвăç

Красноармейски ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Антонов сăвăçа пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Эпĕ те ун сăввисене час-часах вуласа тăратăп. Ман шутпа, вĕсем чун-чĕрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан çепĕç сăвăсем.

Поэт 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче çуралнă.

Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталантарма пĕлни кирлĕ. 8-9 классенче вĕреннĕ чухне вара сăвăсене класра тухса тăракан стена хаçатĕнче пичетлеттĕм. (Пĕтрĕ халĕ çак ырă йăла!). Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Ф.Л.Тихоновпа ("Ан хумхан, çăкалăх" юррăн авторĕ) тата П.Архипова ырăпа асăнас килет. Пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвă шутне "Çамрăк коммунист" хаçатра пичетленнĕ "Малтанхи чечек" сăвва кĕртетĕп."

Кашни çыравçах ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать. Леонид Антоновăн произведенийĕсенче тăван уй-хир кĕвви тĕп вырăн йышăнса тăрать. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Леонид Илларионовичăн пĕтĕм пурнăçĕ ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ ача епле ял хуçалăх ĕçне хутшăнмасăр тăрса юлтăр-ха? Леонид та район центрĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ чухнех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленĕ.

Алла аттестат илсен çамрăк каччă тÿрех аслă шкула вĕренме кайма шутламан. "Вĕренесси кайран та пулĕ, малтан ĕçре пиçĕхмелле," - тенĕ вăл. Яш каччă Шупашкарти автомотоклубра водитель правине алла илет. Çара кайиччен тăван хуçалăхра автомашина çÿретнĕ, хĕсметре те хăй специальноçне улăштарман. Пушă вăхăтсенче вара сăвă çырнă. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ илес шухăш канăç паман салтака: физика, хими, вырăс чĕлхипе литератури предметсене тепĕр хут тишкерсе тухнă вăл, кирлĕ вырăнсене ятарлă тетрадьсем çине çыра-çыра хунă.

Çĕршыв умĕнчи чи таса тивĕçе пурнăçласан Леонид тăван тăрăха таврăннă. 1961 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунта та сăвă çырас кăмăла пăрахман вăл. 1962 çултанпа тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленме пуçланă.

Пилĕк çул иртсен ученăй-агроном специальноçне алла илнĕ йĕкĕт "Победа" колхозра ("Красноармейский" совхозра) ĕçлеме тытăннă. Леонид Илларионовича колхоз хăй çĕрĕнчен пĕчĕк тухăç илни шухăша янă. Çитĕнÿсемшĕн тăрăшса вăл тăтăшах уй-хирте пулнă, колхозниксемпе тата ватăсемпе калаçса пусă çаврăнăшне улăштарма пикеннĕ. Вăй хуни харама кайман. Красноармейскисем темиçе çултан тĕш тырă тухăçне 17-18 центнера çитернĕ.

Каярахпа Л.И.Антонов тăван республикăн ÿсен-тăрана сыхлас енĕпе ĕçлекен комитетĕнче, районти ял хуçалăх продукчĕсем хатĕрлес тата вĕсен пахалăхне тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен инспекцийĕнче тимленĕ. Пенсие кайиччен Красноармейски район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче тăрăшнă.

Леонид Антонов - çĕр çынни, агроном. Çавăнпах-и, тен, унăн чылай сăввисем тăван уй-хир, хура çĕр, çăкăр хакĕ темăсемпе  çыхăннă. Тăвн тавралăх,  тăван ен тата ун çыннисем çинчен çырнă сăвăсем те сахал мар унăн. Пысăк чĕреллĕ тата ăшă кăмăллă чун тĕпĕнчен çеç шăранса тухма пултарнă çак сăвăсем. Леонид Антоновăн вуласа тухнă сăввисем тăрăх эпĕ çакна калама пултаратăп: вăл - пурне те юратма пĕлекен поэт.

Леонид Антонов сăввисем тăрăх пирĕн ентешсем - Ю.Шепилов, И.Романов, М.Ильин, Н.Филимонов композиторсем нумай юрă кĕвĕленĕ. Вĕсен шутĕнче Красноармейски районĕн гимнĕ те.

Поэтăн сăввисем "Ялав", "Тăван Атăл", "Çил çунат" журналсенче, "Хыпар", "Хресчен сасси" хаçатсенче тата районăн "Ял пурнăçĕ" хаçатĕнче кун çути кураççĕ.

Леонид Илларионович Антонов - Красноармейски районĕнчи Н.Я.Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатăн «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» хушма кăларăмĕнчи сăвăсен ярăмĕшĕн тивĕçнĕ (1991).

Эпĕ Леонид Илларионовича питĕ лайăх пĕлетĕп. Вăл ăшă кăмăллă, тарават çын. Пенсире пулин те хăйне ватă тесе шутламасть - çамрăк чухнехи пекех вăр-вар, ĕçсĕр ларма пултараймасть. Юлашки вăхăтра Красноармейски сали илемлентĕр тесе чылай тăрăшрĕ вăл: сад ĕрчетсе пан улми йывăççисен калчисене ÿстерсе халăха сутрĕ (йÿнĕпех тата!), район хаçачĕн страницисенче тăван тавралăх илемне упрасси çинчен тухса калаçрĕ... Телейлĕ çын вăл - ыттисене телейлĕ тăвакан. 

Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (04.01.2015)
Миçе хут пăхнă: 701 | Рейтинг: 5.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024