Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем

Николай Архангельский
Н. А. Архангельский — Чăваш Енри паллă археолог-этнограф, чиркÿ çынни. Иртнĕ кунсенче паллă ентеш çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Николай Архангельскин Мăн Шетмĕпе Кушлавăш чиркÿ прихучĕсенчи ачасемпе çынсене çутта кăларас, Чăваш тăрăхĕн районĕсенчи археологи тĕпчевне йĕркелес ĕçĕсенчи пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. 
Н. Архангельский 1861 çулхи ака уйăхĕн 23- мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе) Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе аслашшĕ те чиркÿ çыннисем пулнă. Ашшĕ, Александр Иванович Архангельский, Канаш тăрăхĕнчи Шаккăл ялĕнчен. 1938 çултан пуçласа мĕн виличченех — 60 çул Мăн Шетмĕ чиркĕвĕнче пупра ĕçленĕ. Тĕн çыннин йĕркисене пурнăçласа пынипе кăна лăпланман вăл.
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче тĕпленнĕскер, Александр Иванович кĕçех кунта хăйĕн тăванĕсене — Павел Федоровичпа Василий Федоровича — чĕнсе илнĕ. Асли чиркÿре тĕн йăла-йĕркине тытса пыма пулăшнă. Пиччĕшĕнчен 10 çул кĕçĕнрех шăллĕ çăкăр пĕçерме пуçланă. Ахаль мар ăна ку тăрăхра Кулач Ваçлейĕ е Ухсах Ваçок тесе чĕннĕ. Вĕсен çурчĕ Л. И. Михайлов пурăннă кил вырăнĕнче ларнă.
Шăпах Архангельскисем ĕнтĕ Мăн Шетмĕ, каярахпа Кушлавăш (халĕ Вăрнар районне кĕрет) чиркÿ прихучĕсенче пурăнакансене çутта кăларас, шкулсем уçса вĕсенче пулас вĕрентекенсем хатĕрлес ĕçсене йĕркелесе яраççĕ.
Александр Иванович чăвашсен хуйхи-суйхине аван ăнланнă, вĕсене май килнĕ таран çăмăллатма тăрăшнă. Хресченсемпе пĕр чĕлхе тупни, ял ачисене вĕрентнĕ чухне чăвашла калаçни чиркÿ ĕçне лайăхрах туса пыма пулăшнине аван ăнланнă. 1859 çултах вăл вырăсларан чăвашла "Таса историе” куçарнă. Тепĕр 12 çултан вара "Катехизис” "Тĕн вĕрентĕвĕ çинчен кĕскен калани” кĕнеке кун çути курнă. Çак ырă та сăваплă ĕçсемшĕн Таса Православи Синочĕ А. И. Архангельский пупа тав тунă. Турккă вăрçинче çĕршер вырăс салтакĕ аманса сусăрланнă. Вăсене тата çемйисене пулăшас тĕллевпе ырă чĕреллĕ çын укçа-тенкĕ пухассине йĕркелет. А. И. Архангельские пуçарушăн Раççейри Хĕрлĕ Хĕреспе Хĕрлĕ Çурла Уйăх пĕрлĕхĕн паллипе наградăлаççĕ.
Çак туслă та çын нуши-тертне ăнланакан нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Николай кĕçĕнни. Чунĕпе вăл историк-этнограф пулнă, анчахрах çемьере çирĕпленнĕ йăла-йĕрке ăна чиркÿ çынни пулма хистенĕ. Малтан вăл Шупашкарти тĕн училищинче пĕлÿ илнĕ, каярах Хусанти тĕн семинарийĕн 4-мĕш класĕнчен вĕренсе тухнă. Н. Архангельский 1884—1889 çулсенче Çĕрпÿ уесĕнчи чиркÿсенче псаломщик, каярахпа пачăшкă пулса ĕçлет. Кĕçех ашшĕ чирленĕ пирки ăна Мăн Шетмĕ чиркĕвне куçараççĕ.
— В молодые годы моим любимым занятием было ходить под именем "гостя” на крестины, свадьбы и похороны… Мое тактичное обхождение с "чувашами” позволило мне бывать даже на общественных "языческих” молебствиях в качестве, конечно, пассивного зрителя…
На что казалось бы удивительным, особенно лицам духовного клира, что свободно — в границах, конечно, благоприличия, имел беседы с "чувашскими женщинами”, на которых даже пресловуты миссионеры смотрели очень подозрительно”, — çапла каланă Н. Архангельский.
Çакнашкал тĕл пулусемпе калаçусенче çамрăк чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллашать вăл. Çынсенчен аваллăх палăкĕсем çинчен, вăл е ку пулăм пирки, ялсем епле пулса кайни çинчен тĕрлĕ халап е аса илÿ çырса илет. Вĕсене вара вырăссен паллă этнографĕ Василий Магницкий патне ярса парать, вĕсене Хусан университечĕн "Археологи, историпе этнографи обществин” журналĕнче пичетлесе кăларать.
1895 çулхи сентябрĕн (авăн уйăхĕн) 8-мĕшĕнче Н. Архангельские çак пĕрлĕхĕн сотрудникĕ пулнине çирĕплетекен хут параççĕ.
Кĕçех унăн "Из археологической экскурсии в 1898 году по Ядринскому уезду” статйи пичетленсе тухать. Унта пурне те пĕлме юратакан пачăшкă ку уесри Хапăс, Патăрьел, Мăн Шетмĕ, Кушлавăш, Кĕçĕн Шетмĕ, Очăкасси, Авшак Елмен, Вырăс Сурăм, Çулавăç, Тăрăн, Упи, Тени чиркÿ прихучĕсене тĕл пулакан Улăп тăпри — кургансем çинчен тĕпчесе çырса кăтартнă. Ахаль мар ĕнтĕ тăрăшуллă Н. Архангльские 1900 çулхи майăн (çу уйăхĕн) 16-мĕшĕнче çав обществăн "чăн членне” йышăнаççĕ.
— Мана Николай Архангельский хăй пурăннă тапхăрта пурнăçласа пынă ĕç калăпăшĕ чăннипех те тĕлĕнтерет. Чиркÿре тĕн службине йĕркелесе тăнă вăхăтрах вăл ялсене тухса çÿреме, вырăнти çынсемпе тĕл пулса калаçма, аваллăх палăкĕсене тĕпчесе вĕсем пирки тĕплĕн çырса хума вăхăт тупнă. Тĕрлĕ отчетсемпе схемăсене, чиркÿ планĕсемпе топографи ал çырăвĕсене, уйрăм темăсемпе çырнă статьясене пĕтĕмлетсе хатĕрленĕ. Материалсене В. К. Магницкий этнограф, Н. В. Никольский профессор, К. В. Харламович, К. В. Элле ăсчахсене тăратнă. Вăл Киреметпе çыхăннă 666 тĕслĕх çырса хунă. Унăн çĕр ытла ял епле пулса кайни пирки çырса хуни упранса юлнă. Улăп тăпри — кургансем çинчен 516 хыпар пĕлнĕ. Н. Архангельский этнографăн кивĕ çăвасем пирки асăннă 487 тĕслĕх пур, хулашсем çинчен 163 хут асăннă. Унăн пухмачне ытти 419 авалхи халап пухăннă.
Паллă археолога хăй тишкерсе хатĕрленĕ пурлăха уйрăм çынсем хакламанни, ăна каялла тавăрса пама тăрăшманни питех те кÿрентернĕ. Акă Ленинградри А. М. Линевский "студент” 9 ĕçрен тăракан материала 4 çул çурă иртсен кăна (темиçе хут ыйтса çырнă пулин те) тавăрса панă. Шупашкарти "Чăваш тăрăхне тĕпчекен пĕрлĕх” манăн ал çырăвĕн копине Н. В. Никольский çырнă рецензисĕр тата Н. Никольскипе К. Харламович рецензентсен кĕске асăрхаттарăвĕсĕр тавăрса пачĕ. Çак алă çырăвĕпе халь манăн мĕн тумалла-ха? — пăшăрханса канашлать тĕпчевçĕ К. В. Эллепе. Куçма Васильевич 1928 çулта республикăра чи паллă краевед шутланнă.
Иван Яковлевич Яковлевăн чăваш халăхне çутта кăларас ĕçĕсемпе хавхаланса Н. Архангельский 1891—1894 çулсенче Уйриçурт (Токманейкино), Типçырма, Пикшик, Йĕпрем ялĕсенче хутла вĕренмелли шкулсем уçнă. Вĕсем пурте Мăн Шетмĕ чиркÿ прихутне кĕнĕ. Шкулсенчи ĕç-хĕле Николай Александрович йĕркелесе пынă, турă саккунĕн урокĕсене хăй ирттернĕ, вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче çулсеренех ачасен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.
Акă, Типçырма шкулĕнче чи лайăх паллăпа вĕренсе пынă Александр Егоров пурăна-киле учитель пулса тăрать. Янкасри пуçламăш, Упири икĕ сыпăклă шкул коллективĕсене ертсе пырать. Икĕ аслă пĕлÿ илсе Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче предприятисем валли ăста кадрсем хатĕрлет.
Пикшикри Иван Аксенов та учитель пулнă. Виçĕ вăрçа хутшăннă, çар ĕçне килĕштернĕ, Мускаври ВЧК службинче тăнă. Çĕр-шыва хÿтĕленĕшĕн ентеш-полковник Ленин, Хĕрлĕ Ялавпа Хĕрлĕ Çăлтăр, ытти орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.
Паллах, Мăн Шетмĕри чиркÿ-прихут училищин пĕлтерĕшĕпе сумĕ татах та пысăкрах. Акă салари Василий Архангельскипе Матвей Петров çемйисен тĕслĕхне кăна илсе кăтартар. Кулач Ваçлейĕн ачисенчен Яков врач-полковника çитнĕ. Анастасия тата Антонина кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Тава тивĕçлĕ ĕçшĕн аслисем иккĕшĕ Ленин орденне тивĕçнĕ, теприйĕ — "Хисеп палли” ордена. Анастасия тата Елизавета Петровасем те кун-çулне çамрăксене çутта кăларассипе çыхăнтарнă. Анастасия Матвеевана çĕр-шывăн вăл вăхăтри чи сумлă — Ленин орденĕпе наградăланă, ăна "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ят панă.
Апла пулсан Н. А. Архангельский уçнă тата вĕрентнĕ шкулсенчи çамрăксем пурнăçра хăйсене килĕшекен профессие суйласа илнĕ. Ăста специалиста тухса хăйсен пĕлĕвне ыттисене панă. Çÿлерехри тĕслĕхсене аса илсе çапла пĕтĕмлетÿ тума пулать: Мăн Шетмĕ пачăшкин ĕçĕ-хĕлĕ хальхи Красноармейски, Элĕк, Вăрнар районĕсем валли (пĕтĕм Чăваш Республики тесен тĕрĕсрех те пулĕ — АВТ.) наци кадрĕсем хатĕрлеме тÿрремĕнех пулăшнă.
Николай Александровичпа Екатерина Сергеевна (вăл Кушлавăш пупĕн хĕрĕ) Архангельскисем Вячеславпа Леонид, Ноннăпа Борис, Юльăпа Ираида, Сергей, Ольгăпа Александр ятлă ачисене ÿссе çитичченех пăхса ÿстернĕ. Аслисенчен иккĕшĕ тата кĕçĕн ывăлĕ чиркÿ çыннин ĕçне суйласа илнĕ. Бориспа Юля аслă пĕлÿллĕ врач пулнă. Пиччĕшĕ граждан вăрçи вăхăтĕнче тифпа чирлесе вилнĕ. Йăмăкĕ Ленинград çывăхĕнчи больницăра ĕçленĕ. Ноннăпа Ираида çамрăксене пĕлÿ панă. Сергейпа Ольга иккĕшĕ те Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, агроном профессине алла илнĕ.
Н. Архангельский чиркÿри метрика кĕнекисене тирпейлĕ йĕркеленине, илемлĕ почеркпа çырнă çулсеренхи отчетсене хатĕрленине палăртма уйрăмах кăмăллă. Мăн Шетмĕ прихутĕнче кашни çул вĕçĕнчех кăтартусене палăртнă: ялсенчи çемьесенче камсем пурăннă, вĕсем миçере? Тĕрĕссипе каласан, çакнашкаллине 1906, 1910 çулсенчи çыравра та чылай çĕрте палăртман. Вăхăтра туса пынă отчетсем вара архива пыракан çынсене хăйсен тăванĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме, вăл е ку ыйтăва хăвăрт татса пама пулăшаççĕ.
Николай Архангельский тĕпчесе пухса хатĕрленĕ ăс пурлăхĕ паянхи куншăн та хаклă. Авалхи пурнăç тытăмĕпе тĕнче курăмĕ, çут çанталăк палăкĕсемпе ял-хулаш çинчен çырса хăварнă халап-аса илÿсем чылай ăсчах валли тишкерÿ çăл куçĕ пулса тăчĕ. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикинчи наука докторĕсемпе наука кандидачĕсем те, Мăн Шетмĕри ырă пачăшкăн сăваплă ĕçĕсемпе анлă усă курнă Санкт-Петербургпа Мускаври ăсчахсем те пур. Çав шутра — юлашки çулсенче тухăçлă ĕçлесе ят-сум илнĕ филологи наукисен докторĕ Антон Салмин та.
Пирĕн материалсем хушшинче Кушлавăшра 1917 çулта çуралнă Сергей Никифорович Платонов хресчен аса илĕвĕ те пур. "Н. А. Архангельский чăвашла лайăх пĕлетчĕ. Вăтам кĕлеткеллĕ, çавра питлĕ, вăрăм кăвак çÿçлĕ çынччĕ. Чиркÿре ĕçленĕ чухне шкула пырса çÿретчĕ. Ăна вĕренекенсем итлетчĕç, ытти çынсем те хисеплетчĕç. Çăлтăрсем, хĕвел, курган — Улăп тăприсем çинчен интересленсе каласа паратчĕ. Шкул библиотекинчен ачасем вулама кĕнеке илетчĕç. Н. Архангельский вĕсене мĕнле кĕнеке панине çырса хуратчĕ, кайран содержанине ыйтатчĕ.
Вĕсен çемйинче Нонна, Ольга (ăна Ляля тенĕ) хĕрсем пуррине, чи кĕçĕн ывăлне — Александра — ас тăватăп. Н. Архангельский пирĕн тăрăхран 1930 çулхи çулла (июльте-ши?) икĕ лавпа тухса кайрĕ. Сала çыннисем сăпайлă, хресченле тăхăнса çÿрекене ăшшăн ăсатса ячĕç. Кайиччен вăл çÿçне кастарнăччĕ”.

Е.Михайлов, В.Константинов

"Ял пурнăçĕ" хаçатран
Категори: Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем | Кам хушнă: mixaj_58 (05.05.2011) | Статья авторĕ: Е.Михайлов тата В.Константинов
Миçе хут пăхнă: 607 | Рейтинг: 4.0/1 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024