Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Вениамин Пехил
Вениамин Васильевич Пехил 1955 ҫулхи кӑрлачӑн иккӗмӗшӗнче Янкасри Василий Кондратьевпа Екатерина Федорова ҫемйинче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл кӑсал шӑпах 55 ҫул тултармаллаччӗ. Питех те шел, 2004 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче, пӳкле вилӗмпе, вӑл пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Анчах та, ҫур ӗмӗре яхӑн суттӗнчере пурӑнмз ӗлкӗрнӗ поэт сӑнарӗ асрах пурӑнать. Сӑнарӗ кӑна мар — хӑй вӑхӑтӗнче ҫырса кӑларса хӑварнӑ кӗнекисем те куҫ умӗнчех. Юлашки ҫулсенче аптратса ӳкернӗ кӑмӑл-туйӑм, ӑс-тӑн пӑтранчӑкӗн чирӗ ӑна ҫапла юлашки утӑм тума хистенӗ пулӗ-ши?

Вениамин Пехил ман тӑван ялтан — Янкасран пулнӑран, эпӗ вӑл епле литература ҫулне суйласа илсе ун тӑрӑх хӑюллӑн та шанчӑклӑн утнине питӗ лайӑх сӑнаса-курса тӑнӑ. Унӑн ҫунатлӑ сӑввисене юратса вуланӑ ҫеҫ мар, вӗсемшӗн сэвăннипе пӗрлех мӑнзҫланнӑ та, мухтаннӑ та. Нестер Янкас хыҫҫӑнн талант енӗпе илсен, хамӑр ялтан тухнӑ иккӗмӗш поэтшӑн епле хӑпартланмӑн-ха!

Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Вениамин Пехил Чӑваш патшалӑх университечӗн тӑван литературӑпа чӗлхе уйрӑмӗнче пӗлÿ илнӗ. Хӑйӗн малтанхи сӑввисене кун ҫути кӑтартма пулӑшнӑ районти "Ял пурнӑҫӗ" хаçатпа пурпӗрех ҫыхӑну тытнӑ. Республикӑри хаҫат-журналсенче те тӑтӑшах пичетленме тытӑнать.

Алла диппом илсен те Вениамин Пехил пичет ӗҫне кÿлӗннӗ: райхаҫат корреспонденчӗ-радиоорганизатор пулса тӑрӑшрӗ. Ҫав ҫулсенче пысӑкрах калӑплӑ хайлавсем те ҫыратчӗ. Вӗсе-не авторсен ушкӑнӗсем кӑларакан кӗнекесене те кӗртетчӗҫ. Пултарулӑхне кура, Пехиле Чӑваш писателӗсен союзӗ кӑларакан "Ялав" журнал редакцине ӗҫе илчӗҫ. Кунта вӑл нумай ҫул вӑй хучӗ — мӗн чирлесе кайичченех ӗҫлерӗ.

Пурӑннӑ чухне Вениамин Пехил икӗ кӗнеке кӑларса юлма ӗлкӗрчӗ. Виҫҫӗмӗшне те хатӗрлесе панӑччӗ издательствӑна. Унӑн шӑпи хальлӗхе уҫӑмлӑ мар-ха. Ҫапах та шанас килет: май килтерсе — мехел ҫитсен, тен, хӑҫан та пулин унӑн сӑввисен мӗн пур пуххи те тухӗ-ха. Ку ӗнтӗ пирӗнтен — сывӑ юлнисенчен — нумай килет.

Чи малтанах Пехилӗн "Янкас йамрисем" кӗнекине асӑнмалла. Кунта поэт Нестер Янкаса халалланӑ сӑвӑ-поэми пысӑк вырӑн йышӑнатъ. Вӑл чӑвашсен чаплӑ сӑвӑҫ-лирикӗн пултарулӑхне тӗпчесе хавхаланнӑ-ҫке. Вениамин Пехилӗн паллӑрах сӑввисен-чен ҫаксене палӑртса хӑвармал-ла: "Ҫутҫанталӑк пурне те паха", "Ман пур юратнӑ енӗм", 'Чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук", "Ҫак ешӗл ҫут тёнче", "Тин ҫеҫ пӗҫернӗ ҫӑкӑр", "Хӗрарӑма сив сӑмахпа ан хӑртӑр", "Хамӑра пурнатпӑр тетпӗр".

Ҫавӑн пекех Вениамин Пехил ытти халӑхсен литература произведенийӗсене чӑваш халӑхӗ патне ҫитерес тӗлӗшпе те сахал мар тимленӗ — поэт-куҫаруҫӑ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне, Сталин репрессийӗсенче синкер курнӑ Н. Янкас, В. Митта, П. Хусанкай пурнӑҫ-ӗпе ӗсӗ-хӗлӗсем пирки тӗпчевсем ҫырнӑ. Акӑ-лчан-чӑваш словарьне хатӗрлессипе чылай сул тӑрмашнӑ, ку енӗпе ӑслӑлӑх статйисен пӗр ярӑмне ҫырса пӗтернӗ.

Вениамин Пехиле чӑваш халӑхё унӑн вилӗмсӗр "Шӑнкрав курӑкӗ" юрӑ сӑмахӗсен ав-торӗ пуячипе яланах асра тытать. Ӑна пирӗн ен-теш-коМпозитор Илья Степанов кӗвӗленӗ. Пехилӗн сӑмахӗсемпе чӑвашсен ьггти композитор-ӗсем те юрӑсем хывнӑ. Вӗсенчен паллӑраххи-сем: "Пӗрремӗш вӗрентекен", "Пурччӗ юрату", 'Уйахлӑ каҫ", "Хӗл сивви".

Вениамин Пехилӗн сӑввисем ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫутӑ ӗмӗтлӗ. Поэт тӑван сӑмахлӑха аван чухланӑ, унпа пӗлсе те ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ. Вӗсенче самрӑксен кӑмӑл тасалӑхӗпе чун-чӗре хӗрӳлӗхӗ папӑрсатӑраҫҫӗ.
Категори: Сăвăçсем | Кам хушнă: mixaj_58 (19.02.2010)
Миçе хут пăхнă: 1600 | Рейтинг: 5.0/2 |
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024