Тулли мар яваплă ”Караево” пĕрлешÿ кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 570, пĕр çул ÿсекен курăксем — 177, куккурус — 180 гектар акса, çĕр улми 104 гектар лартса хăварчĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттернĕрен çуртрисем япăх мар шăтса тухнă. Халĕ хирте калчасене пăхса çитĕнтерессишĕн кĕрешÿ пырать: çум курăксемпе кĕрешсе гербицид сапаççĕ, çĕр улмин рет хушшисене кăпкалатаççĕ тата ытти те.
Июнĕн 8-мĕшĕ Карай тăрăхĕнчи халăхшăн нумайлăха асра юлĕ. Çав кун кунта 20 çул иртнĕ хыççăн çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетмелли ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Ака туй — иртрĕ. Çавăн чухлĕ вăхăт иртсен тулли мар яваплă "Караево" пĕрлешÿ ертÿçи Г. В. Спиридонов ку пĕрлешÿ учредителĕпе Ю. П. Капитоновпа, "Крина" пĕрлешÿ ертÿçипе В. Н. Платоновпа, "Ирина" магазин хуçипе В. И. Петровпа канашласа ĕлĕкхи ырă йăлана чĕртсе тăратма шут тытнă. Хальхинче ку праçнике района йĕркеленĕренпе 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тата Учительсен çулталăкне халал
...
Малалла вула »