70 çул каялла (çурла, 16, 1940) Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ Трак районне Красноармейски ятпа ылмаштарма Указ йышăннă, унпа килĕшÿллĕн Малти Трак ял ятне Красноармейски (Хĕрлĕ Çар) çĕнĕ ят панă. Кунсăр пуçне Вăта Трак ялне Липовка (Çăкалăх), Кайри Трак ялне Васнар теме йышăннă.
Эсир мĕнле шутлатăр: Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и? Хăвăр шухăша ыйтăмра е аяларах комментари çырса палăртăр.