Урамра çил-тăман вĕçтерет е вăйлă çумăр çăвать — ГИБДД инспекторĕ яланах постра. Сергей Валерьевич Михайлов çак ĕçре вăй хурать те. Унăн тивĕçĕ — çул çинче йĕрке тăвасси, водительсене çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнтарасси, вăрланă, суя номерсемпе чупакан машинăсене тытса чарасси. "Мĕншĕн çак профессие суйласа илтĕн?” тесе ыйтсан çамрăк тÿрех "Атте ĕçне килĕштертĕм, ун пекех йĕркешĕн тăрăшас, саккуна хирĕçле ĕç тунă çынсене тÿрĕ çул çине кăларас тĕллеве мала хутăм” терĕ.
Унăн ашшĕ — Валерий Петрович Михайлов. Вăл 1956 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Самуккасси ялĕнче çуралнă. Хăйĕн ĕç биографине Валерий Петрович Шупашкарти шалти ĕçсен пайĕнчен пуçланă. 1977 çулта рядовой милиционер ĕçне кÿлĕннĕ. Çемье çавăрсан Михайловсен çемйи Красноармейски ялĕнче пурăнма пуçлать, çемье пуçĕ 1983 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче участокри милиционер тивĕçне кÿлĕнет. Хăйĕн ĕçне тăрăшса тата яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав сăмахĕсене, ырă ята сахал мар тивĕçнĕ вă
...
Малалла вула »