Учитель, Вĕрентекен çулталăкĕ, вĕçленчĕ. Асăннă çулталăкра Трак енре педагогăн ĕç-хĕлне малалла тăсас, ят-сумне çĕклес тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса ирттернĕ.
Çак тапхăрта 38 учительпе вĕрентÿ учрежденийĕн ертÿçи çак тытăмри тĕрлĕ шайри парнесене тивĕçрĕç. "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа Еншик Чуллăри вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентекене Е. Вышинскаяна, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине, тăван енпе экономикăна вĕрентекене В. Михайлова, Упири ятарлă шкулти В. Григорьев физрука чысланă. Елизавета Марковна вĕрентÿ тытăмĕнче икĕ чĕлхепе ĕçлекен учительсем хушшинчи мастер классен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче лауреат пулса тăнă. Виталий Михайлович тата унăн мăшăрĕ Зинаида Петровна вара республикăри конкурсра çĕнтернĕшĕн 50 пин тенкĕлĕх премие илме тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех Виталий Михайлович республикăри инновациллĕ проектсен "Вĕрентÿ ĕçченĕсен информаципе коммуникаци технологийĕсен професси ăсталăхĕ" конкур
...
Малалла вула »