Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çу » 21
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Трак енре те черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Ун вăхăтĕнче тăван тавралăха сыхлас, йывăçсем лартас, пушартан асăрханас, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелес тата ытти ыйтусене тишкерчĕç. Информаци кунне хутшăнма района Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килчĕ. 
Пирĕн ушкăн вара (унта РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçин çумĕ Г. Ф. Петрова, район администрацийĕн право тата кадрсен ĕçĕн пайĕн начальникĕ А. А. Павлов тата ку йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Упи ял тăрăхне çитрĕ. Ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ А. А. Алексеева тата специалисчĕ И. И. Егорова тарават йышăнчĕç. Ираида Ивановна каланă тăрăх, кулленхи ĕçре ял-урама тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусем тĕпре тăраççĕ. Кашни эрне кунах ял çыннисем санитари кунне тухаççĕ. Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса Упире, Тусайра, Пайсупинра тата Янмурçинра лартнă палăксене сăрланă, т ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 538 | Хăçан хушнă: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Л. А. Киселев ертсе пыракан ушкăн (унта "Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр" РПУ директорĕ А. П. Никитин, Красноармейски районĕнчи техникăпа инвентаризаци бюровĕн ертÿçи З. Г. Тарасова, ЧР Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн тĕп специалист эксперчĕ Н. И. Арсентьева тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Карай ял тăрăхĕнче пулчĕ. 
Карай тăрăхĕнче те çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов каланă тăрăх, çĕр пиçсе çитнĕ лаптăксенче çурхи культурăсем акассине вĕçленĕпе пĕрех. Иртнĕ çул карайсем пилĕк миллион тенкĕ тăракан хăватлă трактор туяннă. Вăл сменăра 45 - 50 гектар çĕр хатĕрлеме пултарать. "Хурçă ут" шăпах Карай ялĕ çывăхĕнче акма çĕр хатĕрлетчĕ. Халĕ кунта хĕрсех "иккĕмĕш çăкăр" лартаççĕ. Шăпах эпир хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнчи çĕр улми хранилищинче Çĕньял бригади валли вăрлăх хатĕрлекенсем патĕнче пултă ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 542 | Хăçан хушнă: 21.05.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024