Трак тăрăхĕнчи шкулсенче пуçаруллă
ĕçлекен вĕрентекенсен методикăпа меслетлĕх ушкăнĕ сĕннипе (ертÿçи – Михайлова З.П.)
тата Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика
пÿлĕмĕн ĕçченĕсем ертсе пынипе (ертÿçи – Фризен М.Ф.) Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче
Упи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекенсен 1-мĕш фестивалĕ иртрĕ.
Фестиваль тĕллевĕ – Федераллă Патшалăх
Вĕрентÿ Стандарчĕпе килĕшсе тăракан тата паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен урок пама хăнăхасси, пултаруллă
вĕрентекенсене тупса палăртасси тата вĕсене хавхалантарасси.
Фестиваль хăнисемпе тата унта хутшăнакансем
уçă урок ирттерме тата вĕсене хак пама икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕрремĕш ушкăн
малтанхи кун 6 уçă урок и
...
Малалла вула »