Красноармейски райпо ветеранĕсен тĕл пулăвне пынăччĕ вăл. Ун хыççăн пухăннисене хавас та çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ. Хут купăсне те хăех каларĕ. Темиçе çул пĕлетĕп-ха ăна. Пĕртте 70 çул урлă каçнă теместĕн: сăн-питрен те чылай çамрăк курăнать, хусканăвĕсем те çăмăл, пÿрнисем хут купăс тÿмисем çинче вылясах тăраççĕ. Ватăсем ăна алă çупса йышăнчĕç.
Каярахпа ятарласа курнăçрăм Николай Семеновичпа, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ пирки интереслентĕм. Манăн йыхрава хапăл тунăскерпе сăмахлама та çăмăл иккен: ыйтусене тÿррĕн хуравлать. Акă мĕн пĕлтĕм Н. Дмитриев пирки.
…Вăл Вăрмар районĕнчи Кивĕ Шулханра йышлă ачаллă çемьере (4 ывăлпа 5 хĕр) çуралнă, чи кĕçĕнни пулнă.
— Пиччем те — Иван — Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Халĕ ăна та юлашки çула ăсатрăмăр. Икĕ аппам çеç тăрса юлчĕ. Раиса — 90 çулта, Мускавра пурăнать. Елена, РФ тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Çĕрпÿре тĕпленнĕ. Ачалăх çулĕсем çăмăл килмерĕç çав. Мĕн тăвăн, пурте ун чух йывăрлăха чăтса иртте
...
Малалла вула »