Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Ака » 11
Сăн ÿкерчĕк
"Ирĕклĕ сăмах" тата "Чăваш халăх сайчĕ" сайтсем çакна пĕлтереççĕ: Красноармейски районĕнчи Васнар çыннисем яла çул сарса пама ыйтнă — çакăн пек хута вĕсем Андрей Шестаков район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе янă.
Ял халăхĕ пĕлтернĕ тăрăх 1995–2001 çулсенче Полевая (Уй урамĕ) урамра çурт лартма лаптăксем уйăрса панă пулать, анчах та хальхи вăхăтчен те çул çук имĕш. Çуран утса тухма пулать — ку йывăрлăх мар вĕсемшĕн, анчах та техника кĕрейменни питĕ пăшăрхантарать — ни пушар машини çитеймест, ни васкавлă пулăшу. Çăмăл машинпа кĕресси вара чăн-чăн нуша халăхшăн.
Тĕрĕссипе ялĕ Красноармейскинчен инçе те мар ĕнтĕ — вĕсем хушши 3 çухрăм кăна... Çулне туса парĕç-ши?

Миçе хут пăхнă: 655 | Хăçан хушнă: 11.04.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
88 çула кайса чăвашсен паллă хĕрарăм çыравçи Зоя Алексеевна Нестерова вилсе кайнă. Вăл 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă.
Зоя Нестерова Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Нумай çул хушши Красноармейски тата Комсомольски районĕсенчи тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентсе пурăннă. Литературăри пĕрремĕш пичетленнĕ ĕçĕ: «Малтанхи юрату» (Первая любовь) повесть. Вăл «Ялав» журналта 1957 çулта пичетленнĕ. 
Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009).
Çыравçăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" (2009) кĕнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хĕррипе" ятлă повеçсем пичетленнĕ. Кунтах унăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ", "Кунта пулман хăна", "Шурă кайăк" фантастикăллă калавĕсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сăнарсе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 554 | Хăçан хушнă: 11.04.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024