Раççей Федерацийĕн Чăваш енри Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх Красноармейски район сучĕ унччен Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă çын пирки тавăç тăратнă. Вăл ял тăрăхĕн территорийĕнчи юхан шыв урлă каçмалли пĕр кĕпере юсама тесе калаçса татăлнă фирмăна 74,5 пин тенкĕ таран укçа куçарнă.
Следстви пĕлтернĕ тăрăх ку кĕпере 2007 çулта вырăнти агрофирма туса панă. Кĕперĕн хăй хаклăхĕ 26,5 пин тенке çеç ларнă пулин те ăна юсама çавăн чухлĕ укçа куçарса панă. Кĕперĕ вара ремонта тивĕçлĕ те пулман.
Каярах подрядчик юлнă укçаран 20 пинне ял тăрăхĕн пуçлăхне тавăрса панă. Анчах та лешĕ çак укçана кассăна мар хывнă, хăйне кирлĕ пек усă курнă. Çакна ĕç вырăнĕпе усă курса тунă преступлени тесе квалификациленĕ.