Нарăсăн
20-мĕшĕнче Нестĕр Янкас поэт çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çавна май Трак енри ял
тăрăхĕсем хушшинчи Информаципе кану центрĕнче сумлă поэта тата Чăваш
Республикинчи Культура çулталăкне халалласа литературăпа пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Ăна йĕркелекенĕ – районти Нестĕр Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата
культура пĕрлĕхĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков та хутшăнчĕ.
Литература каçне пĕрлĕх правленийĕн председателĕ
Георгий Ефимов-Тусли çыравçă уçрĕ. Вăл Нестĕр Янкасăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ
çинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сăмах пачĕ. Тухса калаçакан Нестĕр
Янкасăн чăваш литертуринчи вырăнĕ, тăван енре поэтăн пархатарлă ятне упрассипе
мĕн-мĕн туни çинчен каласа пачĕ. Шупашкарти ентешлĕхпе пĕрле унăн еткерлĕхне
халалланă сумлă кĕнеке кăларни, Янкас ялĕнче обществăлла музей ĕçлени тата
поэтăн ялĕнчи пĕр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унăн пултарулăхне
халалласа вуншар конкурс ирттерни çинчен илтме кăмăллă пулчĕ.
Кун хыççăн пухăннисем 2013 çулшăн пĕрлĕх
çумĕнчи районти Нестĕр Янкас ячĕллĕ Премие парас енĕпе ĕçленĕ комисси йышăнăвне
итлерĕç. 2014 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕ тĕлне районти Нестĕр Янкас ячĕллĕ Премие
парас тĕлĕшпе ĕçленĕ комиссие килнĕ сĕнÿсемпе материалсене пăхса тухса комисси
чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн,
2013 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн Красноармейски районĕнчи Нестĕр
Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн хисеплĕ ятне çаксене парас тесе йышăннă:
1. Анатолий
Валентинович Валентинов таврапĕлÿçĕне – 2013 çулта пичетлесе кăларнă «Волжская
Булгария и деревня Бибарсово – Чадукасы» кĕнекешĕн.
Вăл
1947 çулхи кăрлачăн 10-мĕшенче Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕнче
çуралнă. Ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Юлашки çулсенче «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн
районти филиалне ертсе пынă. Халĕ – тивĕçлĕ канура.
Лауреат
ятне пама Чăваш Республикинчи Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕ тăратнă.
2.
Александр Михайлович Иванов ÿнерçĕне
Красноармейски районĕн символикин талисмане шухăшласа кăларнăшăн.
Вăл
1987 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Етĕрне районе кĕрекен
Элешушкăнь ялĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿллĕ. Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ
паракан шкулта ÿнерпе технологи предмечĕсемпе ачасене пĕлÿ парать.
3.
Упири Информаципе кану центрĕн
пултарулăх ушкăнне (ертÿçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ –
Н.М. Никоноров).
Вăл
вуншар çулсем хушши ĕнтĕ халăха юрă-ташăпа савăнтарать. 2011 çултанпа «Упи ен»
ятпа çÿрет. Çавăнтанпах ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ – Н.М. Никоноров ертсе пырать. Ушкăнра
20 çын ытла. 2013 çулта «Упи ен» ушкăн уйрăмах концерт нумай лартса панă.
Лауреат
ятне пама ăна Упи ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă.
Лауреатсене
спонсорсем – районти таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн ячĕпе унăн ертÿçи
В.З.Константинов, Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлу паракан шкул коллективĕ
(директорĕ С.М.Гаврилова) тата Упи ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ
Ю.В.Степанов – хĕрÿллĕн саламларĕç.
Чăваш
наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова та çĕнĕ лауреатсене саламлама
килнĕ. Вăл уйрăм ячĕпе вĕсене асăнмалăх парне пачĕ, пултарулăха малашне те
туптама ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Район
администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков Чăваш Республикинчи Культура çулталăкĕ
тепĕр паха меропириятипе пуянланни, Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх унта пысăк тÿпе
хывни çинчен, лауреатсен пултарулăхĕн район культурин аталанăвĕнчи уйрăм вырăнĕ
çинчен, халăх пултарулăхне тата çÿллĕрех шая çĕклемелли çинчен каларĕ.
Юлашкинчен пухăннисем «Упи ен» пултарулăх ушкăнĕн пысăк концертне курса
савăнчĕç.