"Ĕç вăл — савăнăç”, — тет Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Зинаида Петровна Михайлова. Ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси — педагогăн çут çанталăк панă туртăмĕ, телейĕ. Хăйĕн юратнă ĕçне вăл 32-мĕш çул ĕнтĕ хастаррăн туса пырать. Атте-анне чĕлхине юратса хисеплесси, унăн илемлĕхĕпе, янăравлăхĕпе мăнаçланасси — кашни чăваш ачин юнĕнче, чунĕнче, ăс-тăнĕнче пулмалла. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлет те пултаруллă вĕрентекен.
З. Михайлова 1959 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнчи Савкаç ятлă чăваш ялĕнче çуралнă.
Ялти вăтам шкулта, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ.