Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.
Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук. Пушарнӑйсем киличчен ял халӑхӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑйлӑ алхасакан пушара пӗр витре шыв сапни тинӗсе тумлам ӳкнипе танах.
Эпир лайӑххи пирки ҫеҫ пуплеме юрататпӑр ҫав. Юлашки вӑхӑтра тÿре-шара ялсене таса шывпа тивӗҫтересси пирки нумай калаҫрӗ. Ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программи те ӗҫлерӗ. Анчах Трак тӑрӑхӗнче пӗр ял пур. Унта таса
...
Малалла вула »