Юрататăп çумăр çунине. Çумăр çунă вăхăтра ăшă пÿртре вĕри кукăле сĕтпе сыпса çиме. Çулла çиçĕм çиçнине, аслати авăтнине кăмăллатăп. Хĕлле çил-тăмана юрататăп. Манăн пурнăçра йăлтах туйса курас, пурнăçран йăлтах илес килет... Çук, ку эпĕ шухăшласа çырнă йĕркесем мар. Ку - шурă халатлă çын кăвак хуппи уçăлнă самантра хăйĕн чунне уçни. Чылай чухне вара унран ытлашши сăмах туртса илейместĕн. Сăмахăм Красноармейски районĕнчи Арçунакассинче çуралса ÿснĕ Сергей Тарасов çинчен. Сергей Алексеевич Красноармейскинчи газ уçлакан станцин физкультурăпа сиплев комплексĕнче медбратра вăй хурать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене массаж тăвать. Спортсменсен хушшинче ĕçленĕ май хăй те спортпа интересленет, çуллахи вăхăтра чупать, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать. «Манăн анне Зоя Тарасовна 5 çултанпах сĕм суккăр пулнă. Унăн икĕ куçĕ те трахома чирне пула юхса тухнă. Çывăх çыннăм ĕмĕр тăршшĕпех нимĕн те курман. Çавăнпа эпĕ мĕн ачаран аннене мĕнле те пулсан куракан тăвасси пирки
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен