- Сирĕн пултарулăхри малтанхи утăмсене «ирхи йĕрсенчех» шырамалла-тăр..
- Эпĕ ача чухне ялти Пушкин урамĕнче пурăнакан çамрăксем хаçата ăмăртмалла çыратчĕç. Çав хушаматсен хушшинче хамăн ятăма курас килетчĕ. Пĕррехинче ялти клуба Красноармейскинчен концерт лартма килнĕччĕ. Кун пирки çырса район хаçатне ярса патăм. Редакцирисем ăна пысăклатса, анлăлатса кăларни мана хавхалантарчĕ. Эпĕ ун чухне сăвăсем те шăрçалаттăм. Çав çулхинех \1956 çулта. - Авт.\ районти ялкорсен пухăвне хутшăнтăм. Республикăри ялкорсен канашлăвне те ярасшăнччĕ, Юрий Сементер манран ытларах сасă пухрĕ те шурă Шупашкара кайрĕ. Хĕсметре те салтак пурнăçĕ, туслăхĕ пирки сăвăсем çырса ярса параттăм.
- Янгер хушма ят мĕне пĕлтерет?
- Критика статйисене &laq
...
Малалла вула »