Мăн Çавал хĕрринче ларакан Çĕньял Упинчи Захаровсене ку тăрăхра чылайăшĕ пĕлет. Ку ахальтен мар. Питех те йышлă вĕсем - кĕреш юмана аса илтереççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Вăрçăччен çут тĕнчене килнĕ Захаровсем те тивĕçлĕ канура. Хăшĕ-пĕри алла туя тытма та ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕн Захаров- сенчен чылайăшĕ вара çĕршыв тăрăх саланнă. Кашниех хăй кăмăлланă ĕç тупнă, ваттисен ырă йăлине малалла тăсаççĕ. Вĕсен хушшинче кам кăна çук пулĕ? Эпĕ вулакана вĕсенчен пĕринпе - Алексей Васильевич Захаровпа паллаштарасшăн.
Вăл пур енлĕн аталанса çитĕннĕ. Спортпа туслă пулнă, уйрăмах кĕрешес енĕпе тата çăмăл атлетикăпа çитĕнÿсем тунă. Ачаранах ÿкерме кăмăлланă. Çак туртăм ăçтан пуçланнă-ха? «Пĕтĕмпех анне енчи тăвана - Леонид Гордеева пула. Вăл мана пуçласа ÿнер ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ», - аса илет иртнине ăста. Шкулта вĕреннĕ чухнех район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă Алексей Захаров. Хăй вăхăтĕнче ашшĕ те «
...
Малалла вула »