Пичетре «Красноармейски район энциклопедийӗ» кун çути курнă. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет.
«Тӑван ене тӗпчес, ун пирки кӗнекесем ҫырса хатӗрлес туртӑм XXI ӗмӗрте уйрӑмах анлӑ сарӑлчӗ. Чӑваш Республикинче хӑйсен энциклопедийӗ пуррипе хальхи вӑхӑтра чылай район мӑнаҫланма пултарать. Акӑ вӗсен йышне Красноармейски районӗ те хушӑнчӗ», — тет вӑл.
«Красноармейски район энциклопедийӗ» Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ӑна В.М. Михайлов, Л.А. Ефимов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатӗрленӗ, пичет редакторĕ - Р.К. Игнатьева, ӑслӑлӑх редакторӗ – Л.Я. Ефимов истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. В.М. Михайлов тĕп редакторпа ăна пулăшакансем уншăн пилĕк çул хушши (2013-2018) тăрăшнă. Кӗнеке 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Кĕнеке калăпăшĕ 74
...
Малалла вула »