РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ, нумай очерксен, калавсен, сăвăсен, юрăсен, брошюрăсемпе кĕнекесен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Иван Афанасьевич Прокопьев çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулта Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенче Çĕньял Упи ялĕнчи библиотекăра вăл вуламан кĕнеке те хăварман пулĕ. Районпа республика хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсен страницисенче тăтăшах вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ çул (1966) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче пуçласа журналистсем хатĕрлеме пуçланă. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, “Ял п
...
Малалла вула »