Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи ялӗнче Упи паттӑра хисеплесе бюст вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Акатуй вӑхӑтӗнче, халӑха пухса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнă. Палăка уçмашкăн Чăваш наци конгресĕн делегацийĕ те хушăннă, ăна ЧНК президенчĕ Н.Ф. Угаслов ертсе пынă.
Упи паттӑра 13-14-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн ячӗ юрӑ-кӗвӗре те ҫырӑннӑ. Упи каҫман ҫырминчен эпир каҫса килтӗмӗр йӗркесене пирӗнтен чылайӑшӗ илтнех, пӗлет пулӗ. Юрий Сан ҫыравҫӑ, ав, «Упи каҫман ҫырминчен…» роман та ҫырнӑ. Ҫав хайлавшӑн 2013 ҫулта ӑна Митта Ваҫлейӗн премийӗпе чысланӑччӗ.
Пире, Трак ен çыннисене, ку пулăм тÿрремĕн пырса тивет. Мĕншĕн тесен Упи паттăр тăхăмĕсем пирĕн тăрăхра вырнаçса чăваш ялĕсене пуçарса янă. Район гербĕ çине те унăн çар тумĕн тимĕр шлемне ÿкерсе панă. Шел пулин те, палăк пирĕн районта мар, Тутарстанра...
...
Малалла вула »