«Живопиçе юратрăм. Вилсен, çăтмаха лексен малтанхи миллион çула живопиçе халаллатăп», - палăртнă хăй вăхăтĕнче Уинстон Черчилль. Пурнăçра эпĕ тĕрĕс çул суйланă. Сăрă ăсти пуласси калама çук кăсăклă. Художник канма выртсан та - художник, çывăрнă чухне те - художник, вăрансан та - художник. Çын курманнине курать, çын илтменнине илтет», - тет живописец, педагог, Раççей Федерацийĕн Художниксен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Егоров. Николай Григорьевич хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн живопиç кафедрин заведующийĕнче ĕçленĕ. Паян вăл - ирĕклĕ художник.
Николай Егоров картинăсем ÿкернисĕр пуçне художниксем валли йĕркелекен пленэрсене хастар хутшăнать. Калăпăр, вăл Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа çурла уйăхĕнче ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери пленэрта тĕп хуламăрăн илемлĕ вырăнĕсене ÿкернĕ. Ун хыççăн сăрă ăстисен пĕр ушкăнĕпе С
...
Малалла вула »