Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕç кунĕ епле иртет? Мĕнле ыйтусене татса парать вăл кун каçа? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Ефимова патне ир-ирех çитрĕм. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ Трак енре чи пысăккисенчен пĕри. Вунă ял кĕрет. Маларах кунта виçĕ ял тăрăхĕ пулнă. 2006 çулта Яманак ял тăрăхне Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕпе пĕрлештернĕ. Паян 869 килте 1568 çын пурăнать. Яманак Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче кăна мар, Красноармейски районĕнче чи пысăк ял шутланать. Ку хутлăхра Чăваш Республикинче упранса юлнă пĕртен-пĕр шыв арманĕ пур. Ăна 1948 çулта хута янă. «Манăн кун ирхи 5 сехетре пуçланать. Ĕçе кайиччен выльăхсене - вăкăрпа пăрăва, чăх-чĕпе - тăрантаратăп. Мăшăрăм Василий Яковлевич валли апат хатĕрлесе хăваратăп. Ĕçе яланах саккăрччен çитме тăрăшатăп. Ĕçрен панă «Лада Калина» çăмăл машина пур. Анчах хамăн водитель прави çук. Васкавлă каймалла тăк - кÿршĕ каччинчен Вячеслав Еремеевран п
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен