Сăн ÿкерчĕксем
Пуш уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕнче районти Культура çуртĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе “Трак ен пики-2020” тупăшу пулса иртрĕ. Ăна чăваш наци культурине малалла аталантарас, тăван чĕлхепе калаçассине сыхласа хăварас тата сарас, тăван тăрăхри яш-кĕрĕм ăс-хакăлне ỹстерме тата каччăсемпе хĕрсене творчествăлла аталанма майсем туса парас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Уяв Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн иртрĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн ертỹçи В. Иванов саламларĕ, ырă сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Пикесене çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев, Трак енри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р. Николаева, "Раççей чăваш пики-2019" конкурсăн "Çивĕч ăс-тăнлă пике" номинацинче çĕ
...
Малалла вула »