Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ йĕркеленипе Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналистăн хăй çуралса ÿснĕ тата пурăннă çурчĕ çинче Асăну хăмине уçрĕç. Ĕç-хĕле писателĕн тăванĕсем, ял çыннисем тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташĕсем хутшăнчĕç. Асăну каçне пĕрлĕх ертÿçи Иван Афанасьев çыравçă-композитор уçрĕ, сăмах каларĕ. Ун хыççăн пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ Виталий Михайлов-Чунтупай çыравçăн чăваш литературăри тÿпи çинчен каларĕ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ăсан Уçăпĕпе туслă çыхăнура пулни çинчен çирĕплетрĕ. Тăванĕсенчен çыравçăн аслă хĕрĕ Ирина тухса калаçрĕ, ашшĕн çынлăх туйăмĕ пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ. Асăну хăмине çыравçăн кĕçĕн ывăлĕ Александр Алексеев уçрĕ. Вăлах ашшĕн ку т
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен