Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Ака » 25 » Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă литература конкурсĕн çĕнтерỹçисем паллă
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă литература конкурсĕн çĕнтерỹçисем паллă
19:08
Сăн ÿкерчĕк

Район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Трак енри Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен “Чи юратнă çыннăмсем” конкурсне ирттерчĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн унăн çĕнтерỹçисене палăртнă. “Чи юратнă çыннăмсем” районти конкурса пĕтĕмпе 21 çын хутшăннă, вĕсем 25 ĕç тăратнă. Тупăшăва Трак енри шкулсенчи 3—11 классенче вĕренекенсем (вĕсене виçĕ ушкăна уйăрнă) тата поэзие кăмăллакансем хутшăннă. Кĕçĕн ушкăнра Чатукасси шкулĕн 4-мĕш класĕнче вĕренекен Альберт Андреев çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — “Юратнă анне” сăвăсемпе Красноармейски вăтам шкулĕн 5-мĕш класс вĕренекенĕсем Дмитрий Филипповпа Максим Богданов (вĕрентекенĕ — В. М. Михайлов). Богдан Андреев (Чатукасси)Тав хутне тивĕçнĕ. Вăтам ушкăнта “Хаклă çыннăмăрсем”, “Мĕнле сăмах тупам-ши?” сăвăсемпе Упи вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ Александра Димитриева (ертỹçи — В. В. Васильева) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Упи шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Ярослав Савельев (“Атте-анне”, “Тавах сире, атте-анне”, ертỹçи — В. Васильева) тата Красноармейски вăтам шкулĕн 6-мĕш класс вĕренекенĕ Ксения Андреева (“Юрататăп атте-аннене”, З. П. Михайлова). Виççĕмĕшĕнче — Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем — Ксения Викторова (5 кл.,”Манăн анне”, З. П. Михайлова), Анастасия Григорьева (6 кл., “Атте-анне — чи хакли!”, В. М. Михайлов), Ксения Федотова (6 кл., “Аттепе анне çĕр çинче пĕрре!”, В. М. Михайлов). Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Александра Прокопьева (6 кл., “Аттепе анне пулсан”), Давид Федоров (6 кл., “Пулăшатăп аннене”), Юлия Афанасьева (6 кл., “Юратнă атте-анне”), Дмитрий Алексеев (6 кл., “Тен, “пиллĕк” те илеттĕм”), Екатерина Васильева (6 кл., “Ырлăх çеç сунас килет”), Анастасия Александрова (6 кл., “Анне”), Николета Копту (6 кл., “Аннеçĕм”) Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Вĕренекенсене тупăшăва Виталий Михайловичпа Зинаида Петровна Михайловсем хатĕрленĕ. Аслă ушкăнра малти виçĕ вырăна Марина Емельянова (Алманч, 9 кл., "Ытарми атте-анне", "Чи юратнă çыннăмсем", "Анне", Г. Н. Димитриева), Зинаида Петрова (Упи, 10 кл., "Тавах, аттем, тавах, аннем!", В. В. Васильева), Сергей Анисимов (Пикшик, 9 кл., "Чи юратнă çыннăмсем", Л. Тихонова). Аслисем хушшинче Упи шкулĕн вĕрентекенĕ Вера Вениаминовна Васильевапа (“Ытарайми çыннăмсем”) Алманч шкулĕн педагогĕ Галина Николаевна Димитриева палăрнă.

Н. Ершов.

Миçе çын пăхнă: 566 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024