Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче çамрăк вокалистсен ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ артистне Виталий Петрова халалланă «Çурхи тумлам» конкурсĕ иртнĕ. Унта уйрăм юрăçсем, дуэтсем, вокал ансамблĕсем хутшăннă. Вĕсене ӳсĕме кура хакланă: 5–9, 10–13 тата 14–17 çултисем.
Пĕрремĕш ушкăнра «Солистсем» номинацире II степень Диплома Руфина Сергеева (Алманч) тивĕçнĕ. 3-мĕш вырăна Ача-пăча ӳнер шкулĕн вĕренекенĕ Даниил Михайлов тухнă.
Иккĕмĕш ушкăнра «Солистсем» номинацире чи маттурри Анастасия Козлова (Ача-пăча ӳнер шкулĕ) пулнă. Çав шкултах ăс пухакан Анастасия Никифорова тата Кĕçĕн Шетмĕри Екатерина Козлова 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ача-пăча ӳнер шкулĕнче вĕренекен Екатерина Алексеевăпа Екатерина Козлова III степень Диплома тивĕçнĕ.
Тепĕр ушкăнра çак номинацирех Юлия Маслова (Кĕçĕн Шетмĕ), Ксения Кравцева (Красноармейски), Анна Филиппова (Ача-пăча ӳнер шкулĕн) малти вырăнсене тивĕçнĕ.
«Ансамбль» номинацире I степень Дипломпа «Кулă» (Ача-пăча ӳнер шкулĕ) ансамбле чысланă. Геннадий Поповпа Валерий Яргонин дуэтне (Чатукасси) II степень Дипломпа хавхалантарнă. «Шăпчăк» (Кĕçĕн Шетмĕ) тата «Хĕвел» (Чатукасси) ансамбльсем виççĕмĕш вырăна тухнă.
http://www.chuvash.org/news/5590.html |