Çĕнĕ Выççăлкă ялĕ Красноармейски районĕн чиккинче, Çĕрпӳ районĕ çывăхĕнерех вырнаçнă. Илемлĕ вырăн — Ункă шывĕ юнашар. Çумма-çумăн тенĕ пекех Çавалçырма, Енĕшкасси ялĕсем лараççĕ, Ункă урлă каçсан — Çĕрпӳ районне кĕрекен Çĕньял. Шăп та лăп çак ял ĕнтĕ шăматкун, çурлан 14-мĕшĕнче, хăйĕн 120 çулне паллă турĕ. Уява 200 çын ытла пуханчĕ. Каласа хăварас пулать, 1990 çулта ялăн 100 çулне палăртнăччĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать — унтанпа ялта та улшăнусем чылай пулса иртрĕç. 1997 çулта çĕнĕ урам хыврĕç (урам Степан Кураков ячĕллĕ — вăл колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă). Унта халĕ 5 кил. Çавăн пекех 20 çул хушшинче яла газ кĕртрĕç, асфальтлă çул çитрĕ. Уява Красноармейски районĕн пуçлăхĕ В.В. Александров уçрĕ. Вăл кĕскен район пурнаçĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ Выççăлкă халăхне çĕнĕ урамра шыв башни çуккки самай пăшăрхантарать иккен, çавна май Владимир Валерьянович яла шывпа тивĕçтерес ыйтăва 2011 çулхи район аталанăвĕн программине кĕртме шантарчĕ. Çавăн пекех уяв ячĕпе ял халăхĕ умĕнче Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.В. Михайлов (вăл хастар çынсене Хисеп грамотисемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ), «Трак Ен» ентешлĕхĕн председателĕ А.Н. Львов (малтанхи ял старостине, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Николай Матвеева кавказ хĕçне парнелерĕ), Çĕнĕ Выçăлккă ял старости Г.Г. Гурьев тата ыттисем сăмах тухса каларĕç. Ял уявĕ спорт вăййисемпе, юрă-ташăпа пуян пулчĕ. Халăх шӳрпе те тутанчĕ, шашлăкне те çисе курчĕ, кăвас ĕçрĕ. Халăха уяв килĕшрĕ — Çĕнĕ Выççăлкăсем шурăмпуçчченех савăнчĕç.
|