Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика
Top.Chuvash.Org

Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Кăрлач » 4 » Çĕньял Шетмĕсем шывлă пулма ĕмĕтленеççĕ
Çĕньял Шетмĕсем шывлă пулма ĕмĕтленеççĕ
13:50
Сăн ÿкерчĕк
"Çамрăксен хаçачĕ" редакцине Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче пурăнакансенчен çыру çитнĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнче шыв башни патне пыракан электричество пралукне татса кайнă иккен. Çавăнпа халăх çăлран шыв ăсать. 
Çĕньял Шетмĕ пысăках мар пулин те кунта çĕнĕ çуртсем курăнкалаççĕ. Эпĕ çитнĕ тĕле халăх пухăннăччĕ ĕнтĕ. Пурне те шыв ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Акă мĕн палăрчĕ: «Большевик» колхоз ĕçленĕ чухне пăтăрмахсем сиксе тухман. Кайран хуçалăх арканнă. Çав вăхăтрах шыв башни те çĕмĕрĕлнĕ. Халăха ни район администрацийĕ, ни вырăнти хăй тытăмлăх органĕ пулăшу кÿмен. 1986-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулччен Çĕньял Шетмĕсем çăлран шыв ăсса пурăннă. 2010 çулта питĕ шăрăх пулнипе ялти пусăсем типнĕ. Ватти те, вĕтти те тарăн çырма леш енчи çăла утнă. 
- Нуша пайтах куртăмăр. Ялта шыв пĕтсен çунашка туртса çырма леш енне каяттăмăр. Типĕ 2010 çулта унта та юхма чарăнчĕ. Мĕнле сăмах илтмерĕмĕр пулĕ? Ара, шыв çукки пĕр-пĕринпе ятлаçтаратчĕ. Хапха умĕнче çăл пур. Ирхи 5 сехетре тухатăп - шыв çук. Çĕрĕпех йăтатчĕç. Кам ĕлкĕрет - çавă шывлă пулатчĕ, - иртнине аса илчĕ Зоя Иванова. Çав çулхи çурла уйăхĕнче халăх республика Пуçлăхĕ тата РФ Президенчĕ патне çыру янă. «Çÿлтисем» ыйтăва Красноармейски район администрацийĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе канашласа уçăмлатма хушнă. Кĕçех Çĕньял Шетмĕне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çитнĕ, халăха укçа пухса башньăна юсама сĕннĕ. Çынсем пĕр тăхтамасăр кашни килтен 3-шер пин тенкĕ пуçтарнă. Паллах, айккинче юлакансем те пулнă. Укçапа кирлĕ хатĕр-хĕтĕре туяннă, часах Çĕньял Шетмĕсем шывлă пулнă. 2010 çулхи чÿк уйăхĕ халăхшăн уява çаврăннă. Ара, тинех шывшăн çапăçмалла мар-çке-ха. Ял старостин тивĕçĕсене Вячеслав Ильина шаннă.
- Пĕтĕмпе 97 пин тенкĕ пухрăмăр. Башньăна юсанă хыççăн нухрат юлчĕ. Староста мĕн чухлĕ укçа юлнине каламарĕ. Унран темиçе те ыйтнă. Вăл староста-çке, унăн халăх умĕнче отчет тумалла. Çĕр çывăрмалла мар - пуху тумаллах, - хĕрсе калаçрĕ Алексей Скворцов. Унăн кил картинчех пусă пур, анчах вăл халăхшăн кулянать.
- Башня йĕркеллĕ ĕçленĕ çĕртех килчĕç те электропралука татса кайрĕç. Эпир шывпа усă курнăшăн яланах тÿленĕ. Анчах пирĕнтен пухнă укçа ăçта кайнă? Çĕрпÿри электричество подстанцине пĕр пус та тÿлемен, сăпат счечĕ те уçман, - пăшăрханăвне палăртрĕ пухăннă халăх. Алексей Скворцов каланă тăрăх - вăл пралука касма килекенсене тытса чарма хăтланнă. Лешсем çаврăнса утнă, анчах телефонпа шăнкăравланă хыççăн каялла таврăннă, пралука татнă... Башньăна çĕнĕрен юсанă хыççăн Çĕньял Шетмĕсем счетчик лартнă. Вĕсем каланине ĕненес тĕк - старостăн унти хисепсене пăхса çын, выльăх-чĕрлĕх шутне кура пайламалла пулнă. Халăх шывсăр тăрса юлнă хыççăн счетчика уçса пăхнă. Шутланă: икĕ çулта пĕтĕмпе 13 пин тенке яхăн çеç электричество çуннă. Сергей Иванов пĕлтернĕ тăрăх - вĕсен çемйи кăна çак тапхăрта 2500 тенкĕ тÿленĕ. Башньăпа усă курнă урамра вара 50 ытла пÿрт. 
- Староста шыв укçине кая юлмасăр пуçтаратчĕ. Юпа çине пĕлтерÿ те çакатчĕ. Списокĕ те пурччĕ-ха, тетрадь çинче хам куртăм. Алă пустаратчĕ, - шыв башни ĕçлеме пăрахнăшăн кулянса калаçрĕ Зоя Иванова. Ял халăхĕ халĕччен сăпат счечĕ уçнă тесе пурăннă. Электропралука касма килсен çеç çак хыпара пĕлнĕ вĕсем.
- Эпир старостăна шаннă. Ав Шупуçĕнче Радомир Репин башньăри счетчика пăхса укçа пухать те кайса тÿлет. Вăл - 75 çулта! Вĕсен сахал тухать. Пирĕн ялта канализаци çук, шыва урама тухса ăсмалла. Çавăн чухлех шыв тăкакламан пулĕ ĕнтĕ эпир, - тĕлĕннине пытармарĕ ял халăхĕ. - Ялта шыв кирлех. Пушар тухсан мĕн тумалла?
- Эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Башня юсама 3 пин тенкĕ патăм. Малтан шывшăн кашни уйăхра 100 тенкĕ ытла тÿлерĕм. Юлашки çулта пусăран ăсрăм, мĕншĕн тесен колонка ĕçлеме пăрахрĕ, - калаçăва тăсрĕ Зоя Иванова. Урамра пĕтĕмпе - 5 колонка. Вĕсенчен иккĕшĕ юрăхсăра тухнă. Старостăран юлнă укçапа юсама ыйтнă - лешĕ нухрат пухма сĕннĕ. Юлни башня çĕмĕрĕлсен кирлипе сăлтавланă. Башня 20 çул ытла ĕçлеменнипе пăрăхсем те юрăхсăра тухнă. Çĕньял Шетмĕсем 2010 çулта вĕсене юсанă. Акă мĕнлерех аса илеççĕ вĕсем çав саманта:
- Пăрăхсем çурăлнă вырăнта çĕр чаваттăмăр, сăрхăннă шыва витрепе кăлараттăмăр. Нумай ĕçленĕ. Шывлă пулсан питĕ савăнтăмăр.
- Ун чухне кил умĕнче мĕн тарăнăш чавнине виçсе пăхрăм: 250 сантиметр! Темĕн те куртăмăр пулĕ. Кÿршĕ ялсем анкарти шăварса пахча çимĕç турĕç. Эпир çăлтан йăтса шăвараттăмăр. Паллах, кÿренмелле, - терĕ Зоя Иванова. Башня юсама ялти 80 çулти кинемей те кĕсйинчен 3 пин тенкĕ кăларса хунă. Хăй колонкăна шыв ăсма тăтăшах тухайман та - ытларах чухне кÿршисем пулăшнă. Ватăскер халĕ пушшех нушаланать. Ара, çăл - кил умĕнчех, анчах унтан ăсма вăй кирлĕ. Çĕньял Шетмĕсем хăйсен вăйĕпе башньăна юсанăшăн, текех шăрăх вăхăтра çырма леш енне каймалла марришĕн хĕпĕртенĕ. Анчах кĕтмен çĕртен шывсăр юлни халăха хуйха ÿкернĕ. Халĕ пурне те пĕр ыйту канăçсăрлантарать: халăхран пухнă укçа ăçта? Ыйтăва уçăмлатма староста патне çул тытрăмăр.
- Укçа ниçта та çухалман, кунтах. Мĕншĕн сăпат счечĕ уçман-и? Ку манран килмест. Ăна ял тăрăхĕн администрацийĕ 2 çул каяллах тума шантарчĕ. Çĕрпÿрен тĕрĕслеме килсен шывшăн пухнă укçана вырăнти администрацие тÿлеме хушрĕç. Укçана счетчик кăтартăвĕсене шута илсе пуçтарнă. Тепĕр тесен, эпĕ ял старости мар, башньăна пăхаканни, шывшăн нухрат пухаканни çеç. Халăхпа темĕн чухлех ятлаçрăм. Пĕрисем укçа тÿлесшĕн мар. Çынсемпе харкашса çÿрени мана мĕн тума кирлĕ? Хальхи вăхăтра укçасăр кам ĕçлет? Мана куншăн пĕр пус та паман. Шыв ярсан пĕтĕм колонкăна юсанă. Кайран иккĕшĕ çĕмĕрĕлнĕшĕн эпĕ айăплă мар. Юлнă укçа башньăна юсама кирлĕ. Пĕри халăха пăтратса çÿрет те... - ăнлантарчĕ Вячеслав Ильин. 
- Слава ĕçленĕ-ха, ĕçлемен мар, - сăмах хушрĕ пĕри. Вячеслав хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Башньăра шыв пĕтсен - тултарнă, çĕмĕрĕлсен - халăхпа пĕрле юсанă, вăхăтра укçа пухнă. Сăпат счечĕ уçма пĕччен çын кайни усси çук. Лев Соловьевпа Владимир Васильев Çĕрпĕве çитсе килнĕ. Унта ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пымаллине пĕлтернĕ. Халăхпа пĕрле администрацие çитрĕмĕр.
- Çĕньял Шетмĕре староста çук. Акă кĕçех пухусем пуçланĕç, халăх хăех суйлĕ. Анчах çынсем пухăнасшăн мар-çке-ха. Суйлав ирттерме ялти халăхăн 20 процентĕнчен сахал мар кирлĕ. Шыв башни патне пыракан электропралука татса кайни республикипех тĕл пулать. Вĕсем пирĕн шутра тăмаççĕ. Хамăр çине илме финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу кирлĕ. Пикшик, Шупуç ялĕсем ав хăйсемех тытса тăраççĕ, - калаçу пуçарчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Данилов. Халĕ сăпат счечĕ уçас ĕçе пуçăннă иккен. Пăр мĕншĕн маларах тапранман-ха? Пралука татса каясса мĕншĕн кĕтнĕ? - Ĕç ансат мар. Нумай чупсан пулать-ха. Пĕррехинче шыв башнисене пула 4 пин тенкĕлĕх штрафларĕç. Шыв сутнăшăн терĕç. Сергей Григорьев пулăшма шантарчĕ. Халĕ вăл çак тытăмра ĕçлемест. Унăн айăпĕ те пур ĕнтĕ. Шыв башнин паспортне тунă, Çĕрпĕве кайса калаçмалла çеç. Çĕньял Шетмĕри башньăна халăх колхоз пулнă чухне хăпартнă. Халĕ унăн проекчĕ те çук.
Алексей Данилов «Таса шыв» патшалăх программипе килĕшÿллĕн Красноармейски районĕнчи икĕ ял - Васнар тата Еншик Чуллă - усă курнине пĕлтерчĕ. Программа ялти халăх йышне кура пурнăçланнине илтсен Çĕньял Шетмĕсем кăшт кăмăлсăрланчĕç: «Мĕншĕн кун пек? Ватă çынсен те пурăнас килет-çке-ха». Алексей Николаевичпа халăх Çĕрпĕве кайма калаçса татăлчĕç, яваплă çынна суйлама палăртрĕç.
- Ял халăхĕ мĕншĕн айăплă пулса юлчĕ-ха? - пăшăрханчĕ Валентина Соловьева.
Статьяна хатĕрленĕ вăхăтра Çĕньял Шетмĕри Владимир Васильев савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ. Ытлари кун вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Алексей Даниловпа, Вячеслав Ильинпа Çĕрпĕве кайса килнĕ, кирлĕ документсене хатĕрленĕ. Башньăн çухалнă проектне икĕ уйăх каялла Владимир çĕнĕрен тутарнă. Халăхран пухнă укçапа башня валли хатĕр-хĕтĕре çĕнĕрен туяннă. Алексей Данилов яваплăха администраци çине илнĕ. Ял халăхĕ шыв башнишĕн яваплă çынна суйлĕ. Çак кунсенче электропралука сыпăнтарма палăртнă. Эппин, Çĕньял Шетмĕсем Çĕнĕ çула шывпа кĕтсе илĕç!

Ирина Алексеева журналистка
Миçе çын пăхнă: 636 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024