Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Çурла » 26 » Чăннипех тава тивĕçлĕ учитель
Чăннипех тава тивĕçлĕ учитель
23:05
Сăн ÿкерчĕк
Сăмахăм манăн Янкас шкулĕнче вăтăр çул ытла ырми-канми вăй хунă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, пултаруллă та анлă тавракурăмлă педагог Альбина Геннадьевна Соловьева çинчен пулĕ.
Çапла... Пурнăç урапине тикĕссĕн уттарса-чуптарса пыма ырми-канми тăрăшать Красноармейски ялĕнче 1953 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă Альбина Геннадьевна Филиппова-Соловьева.
Паян унăн сумлă та нихăçан манăçми юбилей, çут тĕнчене килнĕренпе ултă теçетке çул çитет. Чăнахах та аван та савăк вăхăтра çуралнă Альбина Геннадьевна — таврара çуллан юлашки уйăхĕ, унăн хĕвелĕ хăйĕн ăшшине пур çынна та парнелет, ăшă, кĕр енне сулăнакан çанталăк кĕлет тулли пахча çимĕç сĕнет. Тен, çавăнпах пуль çав тери пысăк талант, ăс-тăн тата ырă туйăмсем парнеленĕ ăна ашшĕпе амăшĕ — Геннадий Филипповичпа Нина Кирилловна Филипповсем. Калаçăвĕ çепĕç, чунĕ хастар, ăш пиллĕ, пур ĕçе те алли пырать — чăваш хĕрарăмĕн пур илемĕ те пур унра.
Нумай ачаллă çемьере пепкесем ялан тенĕ пекех ĕçчен те ырă кăмăллă пулса çитĕнеççĕ. Красноармейски ялĕнчи Филипповсен çемйинче те çаплах пулнă, пурте аслă пĕлÿ илнĕ, халĕ пурте чун килĕштернĕ ĕçре тăрăшаççĕ.
Альбина — Филипповсен çемйинче иккĕмĕш ача. Йышлă çемьери хĕрача ачаранах ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Красноармейскинчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн хĕр тÿрех И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне çул тытать. Аслă шкул студенчĕ пулса тăрать. Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕскер, пĕлÿ патне ăнтăлаканскер, темле йывăр пулсан та, 1974 çулта алла диплом илет, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пулса тăрать. Ăна направленипе хамăр районти Енĕшкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкула ĕçлеме яраççĕ. Ун хыççăн ĕç биографийĕ Янкасри сакăр çул вĕренмелли шкулта çырăнма пуçлать. Туслă та тăрăшуллă коллектив çамрăк педагога хăйсен йышне ăшшăн йышăнать. Мĕн малтанхи кунсенчех ăна обществăлла чылай ĕç шанса параççĕ. Ун чухне аслă вожатăй ĕçне тÿлевсĕрех, чун хушнипе туса пынă. Паянхи пекех астăватăп, хăйне шанса панă ĕçе чунне парса тăватчĕ вăл, вĕренекенсемпе юратса ĕçлетчĕ. Пирĕн патăрта тимур отрячĕн ĕçне аван йĕркелесе янăччĕ, Альбина Геннадьевна ертсе пынипе Янкас тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсене шефа илсе сумлă ĕç туса ирттеретчĕç ачасем. Çак ĕç çав тери курăмлăччĕ. Ун çинчен районти тимур отрячĕн штабĕ çеç мар, республикăри штаб та пĕлсе тăнă. Тимур командисем ялăн-ялăн пулнă. Вĕсен ĕç планĕпе дневникĕ яланах курăнмалли вырăнта çакăнса тăнă, отчечĕсем альбом çине çырăнса пынă. Ун тăрăх шкулти линейкăсенче командирсем отчетсем парсах тăнă.
А. Соловьеван ĕç опычĕпе паллашма районти, республикăри шкулсенчи аслă вожатăйсем час-часах килсе çÿренĕ. Çавна май пионерсен пÿлĕмĕнче ятарлă стендсем, отрядсен дневникĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен списокĕсем, сÿтсе явнă ыйтусем пирки çырнă протоколсем, тĕрлĕрен сценарисем чылайччĕ.
1980 çулта Янкасра çĕнĕ шкул çуртне хута ярсан, учительсем харпăр хăйне çирĕплетсе панă кабинетсене илемлетме, вĕсенче тĕрлĕрен стендсем тума пуçларĕç. Уроксем хыççăн киле каймаллине мансах вăй хураттăмăр. Ĕçлес туйăмсем хăпартлансах тăратчĕç. А. Соловьева вара кабинетшăн çеç мар, шкул коридорĕсене илемлетес пирки те пуç вататчĕ. Шкултан чи кайран тухса каяканни Альбина Геннадьевна пулнă тесен те йăнăш мар пулĕ.
Уйрăм ачасемпе, пултаруллă вĕренекенсемпе тĕрлĕрен олимпиадăсене хатĕрленме уроксем хыççăн ятарласа уйăрнă занятисем ирттеретчĕ вăл. Унăн вĕренекенĕсем районти тупăшусенче çĕнтерсе республика шайĕнчи конкурссене кайма та тивĕç пулатчĕç. Пирĕн патăрта çамрăк юнкорсен кружокĕ ĕçленĕ, ачасем "Ял пурнăçĕ” хаçатпа туслă çыхăну тытнă.
А. Соловьева чăваш чĕлхипе литературине тарăннăн тишкерме вĕрентетчĕ ачасене. Вĕсем тĕрлĕрен кружоксенче Янкас тăрăхĕнчи ялсен, çырма-çатрасен историйĕпе, паллă çынсен биографийĕпе кăсăкланатчĕç. Альбина Геннадьевна хăй те Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тăтăшах тĕл пулнă, вĕсен биографийĕсене пуçтарнă.
А. Соловьеван архивĕнче мĕнле кăна çырав ĕçĕ çук-ши? Тĕрлĕрен папкăсем, сценарисем, вăл е ку мероприяти пирки çырса пынисем, ал çырăвĕсем, аса илÿсем, кĕнекесем... Каласа та пĕтереймĕн.
Янкас шкулĕнче ĕçленĕ тапхăрта çулсерен ĕç кабинечĕсен конкурсне йĕркелеттĕмĕр. Çак тупăшура вара Альбина Геннадьевнан кабинечĕ яланах хăйĕн тирпейлĕхĕпе тата пуянлăхĕпе уйрăлса тăратчĕ. Унран тĕслĕх илмелли чылайччĕ.
Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. А. Соловьеван хисеп хучĕсем çÿпçе туллиех темелле. Чыслă ĕçшĕн вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ.
А. Соловьева — Красноармейски ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕ. Вăл нихăçан та обществăлла кирек епле ĕçрен те пăрăнман, халĕ те çаплах. Кирек кам валли те унăн яланах ăшă сăмахсем тупăнаççĕ. Ял çыннисем хушшинче те пысăк авторитетпа палăрать вăл. Сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмест.
Янкас шкулĕ — кадрсен çăл куçĕ, теттĕмĕр. Чăнахах çапла. Кунта вăй хунисенчен чылайăшĕ каярах пысăк шайри должноçсенче тăрăшнă. Акă Альбина Геннадьевна 2006 çултан Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн коллективне ертсе пырать. Ăна директора лартса пĕртте йăнăшмарĕç.
Лавĕ пĕртте çăмăл мар. Анчах та опытлă педагога шкул ĕç-хĕлне аван пĕлни, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме пултарни çитĕнÿсем тума май параççĕ те.
Паян А. Соловьеван — чăн-чăн юбилей. Эпир, Янкас шкулĕнче пĕрле вăй хунисем, çак сумлă юбилей ячĕпе хаклă çыннăмăра ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, телейлĕ кун-çул сунатпăр. Эсĕ пирĕншĕн яланах паянхи пек хитре те ырă, хавас кăмăллă пул, нихăçан та ан чирле. Сирĕн малашнехи пурнăçра телейлĕ те савăнăçлă самантсем нумай пулччăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕр-сем çитсе пыччăр.

Кун-çулăр телейлĕ пултăр,
Ĕмĕрех утăр эсир савăнса.
Питĕр çинче хĕвел йăл култăр
Сирĕн кăмăлăр пек шăранса.

Çапла пултăр.

З. Долгова
Миçе çын пăхнă: 690 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024