Фоторепортаж Видеохыпар
Видеохыпар
Видеохыпар
Паян , пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче, пирĕн районта ĕçлĕ визитпа
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулчĕ. Ăна район администрацийĕн
пуçлăхĕ С.А.Николаев тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.И. Федоров кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн Николай Васильевич «Шетмĕ» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе
паллашрĕ. Çак хуçалăх ертÿçи Владислав Германович Васильев пĕлтернĕ тăрăх, кунта халĕ 5 çын
ĕçлет. Ăна 2006 çулхи март уйăхĕнче йĕркеленĕ. 2008 çулта унччен усă курман 208
гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕлтĕр 240 гектар тĕш тырă акса пĕр гектартан кĕлет
виçипе 20 центнер тухăç пухса илнĕ. Кăçал
350 гектар акасшăн. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра 181 пуç шултра мăйракаллă выльăх шутра тăрать,
вĕсенчен 70 пуçĕ - сăвакан ĕне. 2009 çулта кашни ĕнерен 4984 килограмм сĕт суса илнĕ. Укçа çине куçарсан хуçалăх 5472
пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. (2008 çулта -
4006 пин тенкĕлĕх), ăна сутса 3967 пин тенкĕ тупăш илнĕ, таса тупăш вара 910 пин тенкĕпе
танлашнă.
Президент Алманч ял тăрăхне те çитсе курчĕ. Кунта вăл Алманч
ялĕнче çурт-йĕр çĕклес енĕпе йышăннă комплекслă
программа мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллашнă. Ăна Чăваш Республикин Президенчăн
2009 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче алă пуснă
«Об осуществлении пилотного проекта по комплексной компактной застройке и
благоустройству сельских поселений в Чувашской Республике» Указĕпе килĕшÿллĕн
пурнăçлаççĕ. Çак программăна пурнăçлама
18 миллион укçа-тенкĕ уйăрнă. Прогаммăна 2010 çулхи Республика кунĕ тĕлне
пурнăçламалла.
Халĕ Алманчра 125 хуçалăхра 258 çын пурăнать. Ялта тĕслĕхлĕ вулавăш, ветеринари участокĕ, райпон тата икĕ
уйрăм çын лавккисем, кану центрĕ, вăтам шкул пур. Объектсене çĕклес ĕçре ООО «Волга Транс - Ч»,
ООО «Алекс Сервис - Строй», ООО «Воддорстрой» тата ЗАО «Регионстрой» (гендиректорĕсем - Геннадий Борисович Батраков, Александр Львович Кириллов,
Анатолий Николаевич Федоров и Владимир Иванович Куваев) вăй хураççĕ. Николай Васильевич административлă центрти
фельдшерпа акушер пунктне, куну центрне тата «Алманч пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулĕ»
муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче пулса курчĕ. Шкулта вăл районти театр
коллективĕсен ертÿçисемпе тата унта çÿрекен пултаруллă ачасемпе тĕл пулчĕ, Аслă
Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă «Театр – ачасене» культурăпа
искусство эрнелĕхне уçнă çĕре хутшăнчĕ. |