Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 17 » Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран
11:12
Сăн ÿкерчĕк
Хисеплĕ депутатсем, хаклă ентешĕмĕрсем! (*Кĕскетнĕ) Пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех Министрсен Кабинечӗ темиҫе тӗп ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлерӗ. Пӗрремӗшӗ – бюджет укҫи-тенкине усӑллӑ, ҫав шутра патшалӑх тата муниципалитет заказӗсен тытӑмӗ урлӑ та, тӑкаклассине тивӗҫтересси.
2011 ҫулхипе танлаштарсан, аукцион кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ патшалӑх заказӗсен шучӗ 1,6 хут ӳснӗ, вӗсен 70 процентран ытларах пайне электрон аукционӗсене вырнаҫтарнӑ. Патшалӑх заказне вырнаҫтарнинчен йӗркеленекен бюджет тухӑҫлӑхӗ 8,2% танлашнӑ, муниципалитет заказӗсене вырнаҫтарнин кӑтартӑвӗ вара – 5,1%. Аукционсем ирттернине пула бюджет укҫине, пӗтӗмӗшле илсен, 1 миллиард тенкӗ ытла перекетленӗ.
Ҫав вӑхӑтрах танлаштаруллӑ тишкерӳ конкурентлӑха аталантарнин тата аукционсене тӳрӗ кӑмӑлпа ирттернин пӗлтерӗшне мӗн пур муниципалитетрах лайӑх ӑнланса илейменнине палӑртать. 
Хӑш-пӗр тӳре ӗлӗкхилле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, тухӑҫлӑх ҫинчен шутламасӑр укҫа-тенкӗн пысӑк калӑпӑшне ӗҫе кӗртме тӑрӑшать. Кунта коррупци саманчӗсем те пулма пултараҫҫӗ, конкурс комиссийӗн хӑш-пӗр членӗсем аукциона хутшӑнакан уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑннине пула, тӗрлӗ сӑлтав тупса, конкурентсене сирме пулӑшаҫҫӗ. Тата тепӗр сӑлтав вӑл – муниципалитет заказӗн тытӑмне централизациленине чакарни, муниципалитетсенче полномочиллӗ органсем пулманни, ҫакӑ бюджет тухӑҫлӑхне кӑна мар, ҫавӑн пекех муниципалитет контракчӗсен пахалӑхӗ тата вӗсене пурнӑҫламалли срок ҫине те япӑх витӗм кӳрет.
Уйрӑмах ҫакна палӑртса хӑварас тетӗп: заказсене вырнаҫтарассишӗн тата контрактсене малалла пурнӑҫлассишӗн влаҫ органӗсем яваплӑ шутланаҫҫӗ. Унчченхи «пуян ҫулсем» тапхӑрӗнче тӗрлӗ проект валли бюджетран калама ҫук пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, анчах та пурпӗрех кӗтекен кӑтартусене тума май килмен вӑхӑтсем хыҫа тӑрса юлчӗҫ. Унтан та ытларах, инвестицисене коммерци тытӑмӗсем вӑрласа пӗтернӗ, активсене илсе тухнӑ, предприятисене искусствӑллӑ майпа панкрута кӑларнӑ фактсем паллӑ. Ҫавнашкал тӗслӗхсем малашне те пуласран асӑрханса конкурс требованийӗсене тата та ҫирӗплетмелле, контрактсене пит шанчӑклах мар пурнӑҫлакансемпе тӑвас йӑлана пӑрахӑҫламалла.
Пирӗн республикӑра тӳрӗ мар кӑмӑллӑ подрядчиксене цивилизациллӗ майпа явап тыттармалли мерӑсемпе вӑрах вӑхӑт хушши усӑ курмасӑр тӑнӑ. Вӗсенчен хашӗ-пӗри ҫавна май хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламасан та юрать тесе шутлама хӑнӑхнӑ. Ку вара пачах та апла мар. Килӗшӳсене пӗр кӑлтӑксӑр пурнӑҫламалла, Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем хӑйсене шантарнӑ ырлӑхсемпе вӑхӑтра усӑ курма пултарччӑр. Йӗркене пӑсакансене патшалӑхӑн ҫирӗплетнӗ контракчӗсен условийӗсемпе килӗшӳллӗн ним иккӗленмесӗр штрафлама тытӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗртенпе кунашкал мелпе усӑ курасси ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать тата лайӑх кӑтартусем кӳрет.
Республикӑра патшалӑх заказне полномочиллӗ орган урлӑ вырнаҫтарнин лайӑх опычӗ пур. Ҫавӑнпа та муниципалитетсене 2013 ҫулта нумай укҫа-тенкӗ хывмалли пысӑк объектсем тума, реконструкцилеме тата тӗпрен юсама конкурс йӗркелесе ирттерме Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службипе килӗшӳсем ҫирӗплетме сӗннӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки калаҫнӑ май, ҫак тема паян чи ҫивӗччисен шутӗнче пулнине палӑртатӑп. Халӑхӑн социаллӑ кӑмӑл-туйӑмӗ ытларах муниципалитетсем хӑйсен плномочийӗсене тухӑҫлӑ пурнӑҫланинчен килет. Анчах та пурнӑҫ ҫакна кӑтартса парать: ял поселенийӗсен администрацийӗсем тата пуҫлӑхӗсем кулленхи ҫивӗч ыйтусене пур чухне те кирлӗ пек татса пама пултараймаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсен ресурс никӗсӗ вӑйсӑр, кадрсен вӑй-хӑвачӗ хавшак, поселенисенче коммуналлӑ инфраструктура тытӑмӗ кивелсе ҫитнӗ, социаллӑ объектсене тӗпрен юсамалла.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен муниципалитет пӗрлӗхӗсене пысӑклатас ыйтӑва пӑхса тухма вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутлатӑп. Хальхи условисенче территорисене аталантармалли тӗп вӑй пулма пултаракан, экономика тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен муниципалитетсен пӗлтерӗшӗ ӳсет. Ҫавӑнпа та муниципалитетсен пӗрлӗхӗсене пысӑклатни экономикӑн тата демографин объективлӑ туртӑмӗсем тивӗҫлӗн палӑрни пулса тӑрать. Ку ӗҫе анлӑн сӳтсе явса, граждансен шухӑшӗсене шута илсе тата вӗсен прависене хӗсӗрлемесӗр туса ирттермелле.
Пысӑклатасси ҫинчен йышӑну тусан халӑха муниципалитет тата патшалӑх пулӑшӑвне парассин пахалӑхӗ тата унпа усӑ курмалли майсем сыхланса юлмалла кӑна мар, унчченхинчен те лайӑхрах пулмалла.
Влаҫ органӗсемшӗн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстересси ҫивӗч тӗллев пулса тӑрать. Эпӗ ҫакна халиччен те нумай хутчен каланӑ, татах та аса илтеретӗп: республикӑри власть органӗсем тата вӗсен должноҫри ҫыннисем тӳрӗ кӑмӑллӑ инвесторсемшӗн шанчӑклӑ пулӑшакансем шутланаҫҫӗ. Пирӗн хӑй ҫине яваплӑхпа теветкеллӗх илме, экономика аталанӑвне укҫа-тенкӗ хывма, хӑйӗн ӗҫне йӗркелеме, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тума хатӗр мӗн пур ҫынна май килнӗ таран пулӑшса пымалла.
Чӑваш Ен пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пырассипе чылай ҫул хушши ӗнтӗ лидер-регионсен шутне кӗрет. Пӗр ҫын пуҫне хута яракан пурӑнмалли ҫурт-йӗр лаптӑкӗ енӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсем хушшинче малта пырать (1000 ҫын пуҫне 709 тӑв.м). Строительство материалӗсем туса кӑларакан отрасль туса хунӑ, вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Красноармейски районӗнче «Трак керамики» проект хута кайсан строительство организацийӗсене питех те кирлӗ пиччӗн кирпӗч ҫителӗклӗ пулать, хальлӗхе ӑна кӳршӗ регионсенчен кӳреҫҫӗ. Ҫапла майпа миллиард ҫурӑ яхӑн укҫа-тенкӗ Чӑваш Ен экономикинче юлать.
2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен поселенисене, хула округӗсене шыв парса тӑмалли тата шыв юхтарса кӑлармалли, ҫавӑн пекех ӑшӑпа тивӗҫтермелли схемӑсене туса хатӗрлесе ҫирӗплетмелле.
Çынна хастар пулма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине йышӑнма ҫамрӑкранах вӗрентмелле. Ҫавӑнпа та республикӑра ачасемпе ҫамрӑксен спортне аталантарасси тӗп вырӑнта тӑрать. Юлашки ҫулсенче тунӑ мӗн пур физкультурӑпа спорт комплексӗсене ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене панӑ. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ – 3 ҫул хушшинче шкул ҫулӗнчи кашни иккӗмӗш ачанах ачасемпе ҫамрӑксен спортне явӑҫтармалла.
Раҫҫейре 2013 ҫула Тавралӑха хӳтӗлемелли ҫулталӑк тесе пӗлтернӗ. «Тавралӑх» текен ӑнлав ҫут ҫанталӑкпа экологи аспекчӗсене кӑна уҫӑмлатмасть, вӑл тата та анлӑрах. Эпӗ моральпе кӑмӑл-сипетӗн тӗп паллисем – чӗре ӑшши, ырӑ кӑмӑллӑх, тимлӗх, ыттисене хисеплени, тӳрӗ кӑмӑллӑх, хӑйӗн пурнӑҫне ыттисемшӗн пама хатӗр пулни – ҫинче никӗсленсе тӑракан «чун экологине» сыхласа упрасси пирӗншӗн кашниншӗн, ҫавӑн пекех пӗтӗм обществӑшӑн та уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Темле йывӑр пулсан та, пирӗн вӗсене сыхласа хӑвармаллах. Хамӑршӑн, ачасемшӗн, Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн. Кашни ҫын чун-чӗринчех ҫутӑ тӗттӗме ҫӗнтерме, ырӑ вара усала парӑнтарма пултартӑр тесен, Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлер, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнар. Пирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳсен никӗсӗ – ҫакӑнта. Итленӗшӗн пысӑк тав.
(*Кĕскетнĕ)


Миçе çын пăхнă: 592 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024