Видеорепортаж
Фоторепортаж
Тутарстан Республикинчи Нурлатри чаплă Уявра Чăваш Республикин Красноармейски районĕн делегацийĕ те пулса курчĕ. Делегаци шутĕнче ЧНКан Трак тăрăхĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Хавал» ушкăн (ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) пулчĕç.
Нурлатри Уяв тăххăрмĕш хут иртет пулсан та пирĕн район делегацийĕ унта пĕрремĕш хут пулса курчĕ. Пулса курчĕ те – тĕлĕнчĕ. Тĕлĕнмелли чăнах та самай кунта. Нурлат хули хĕрринчи темиçе çухрăма тăсăлакан лаптăкра темиçе пин çын пуçтарăннă. Вĕсем пурте тенĕ пекех чăвашсен капăр тумĕпе. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕллĕ, мĕн тĕрлĕ тĕслĕ çи-пуç тăхăнман-ши Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăннă ачасемпе яш-кĕрĕм, вăтам çулхисемпе сумлă ватăсем. Пурте хаваслă, уçă саслă, çĕкленÿллĕ кăмăллă… Пурте янраттарса юрласа, тапăртатса ташласа тăраççĕ, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçаççĕ, кулаççĕ, савăнаççĕ, пĕр-пĕрин юрри-ташшипе киленеççĕ.
Тулли кĕрекеллĕ чăваш кил-çурчĕсем, выльăх-чĕрлĕхлĕ чăваш хуçалăхĕ, техĕмлĕ мунчи, суту-илÿ лавккисем, ал ăстисен куравĕсем, халăх кĕрсе тухмалли капăр хапхасем, ятарласа ăсталанă юхан шыв урлă каçмалли хăтлă кĕпер, юрă-ташă ушкăнĕсен пултарулăхĕпе паллашмалли темиçе сцена, «Чăваш пики – 2015» конкурс ирттермелли, Уява пынă сумлă хăнасене хапăл туса кĕтсе илсе вырнаçтарса лартмалли, ача-пăча хавасланса вылямалли, спорт вăййисенче вăй виçмелли, уява килнĕ хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйламалли ятарлă вырăнсем… Çаксем пурте нурлатсем Уява тĕплĕн хатĕрленнине, йĕркелÿçĕсем вара тăрăшуллă та пултаруллă, хастар та маттур пулнине кăтартаççĕ.
Уява пухăннисем пĕр çухрăма тăсăлакан вăйă картине тăрсан асамлă тĕнчене лекнĕ пекех туятăн хăвна. Çав вăйă картинче Тутар Республикин Президенчĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Рустам Минниханов та, Чăваш патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов та, хÿхĕм тĕрĕ-эрешпе илемлетнĕ кĕпепе шупăр тăхăннă Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов та сăпайлă утăмсемпе пĕр тикĕссĕн çаврăнаççĕ. Вĕсен сăн-питĕнче чăваш халăхĕн иксĕлми пултарулăхĕшĕн савăнни, асаттемĕрсен ырă йăли-йеркисене чыслăн тытса пынăшăн хĕпĕртени, тĕрлĕ вырăнта пурăнакан чăвашсен хастарлăхĕпе ăсталахĕшĕн мăнаçланни курăнса-палăрса тăрать. Çак асамлăхпа киленсе тăнă май, Тутар çĕрĕнче çуралса ÿснĕ И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхĕн çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» тесе каланă чăн сăмахĕсемпе Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» текен сăвă йĕркисем аса килеççĕ.
Нурлатри Уяв мăнаçлă, кăмăллă, илемлĕ, хăватлă иртрĕ. Чăннипех те Аслă Уяв пулчĕ вăл. ЧНК Президенчĕн регионсемпе ĕçлекен çумĕ Константин Яковлев каланă «Тĕрлĕ çĕре çитсе куртăм, Нурлатри пек Уяв курмарăм» сăмахсем те Уяв пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулнине пĕлтерчĕç.
Мăн асаттемĕрсен авалхи çĕр-шывĕнче халĕ те чăваш çынни хăй чĕлхине, хăй культурине, хăй халăхне хисеплени, ытти халăхсене сума суса вĕсемпе килĕштерсе туслă пурăнни чуна савăнтарчĕ. Раççейри чăвашсене хăйĕн сăваплă çĕрĕ çине пуçтарса ырă та пархатарлă ĕç туни кăмăла çĕклерĕ. Уявран таврăннă май Пÿлер çывăхĕнчи Таса çăлкуçран тапса тăракан сиплĕ шыва тутанса пăхни те вăй-хал хушрĕ.
ЧНК Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова |