Видеорепортаж
Фоторепортаж
Тутарстан Республикинчи Нурлатри чаплă Уявра Чăваш Республикин Красноармейски районĕн делегацийĕ те пулса курчĕ. Делегаци шутĕнче ЧНКан Трак тăрăхĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Хавал» ушкăн (ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) пулчĕç.
Нурлатри Уяв тăххăрмĕш хут иртет пулсан та пирĕн район делегацийĕ унта пĕрремĕш хут пулса курчĕ. Пулса курчĕ те – тĕлĕнчĕ. Тĕлĕнмелли чăнах та самай кунта. Нурлат хули хĕрринчи темиçе çухрăма тăсăлакан лаптăкра темиçе пин çын пуçтарăннă. Вĕсем пурте тенĕ пекех чăвашсен капăр тумĕпе. Мĕн тĕрлĕ тĕрĕллĕ, мĕн тĕрлĕ тĕслĕ çи-пуç тăхăнман-ши Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пуçтарăннă ач
...
Малалла вула »