Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Раштав » 15 » Чĕре юрлать — ватлăх тарать
Чĕре юрлать — ватлăх тарать
22:17
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинчи халăх пултарулăхĕн çурчĕ кĕрлесе-янраса кăна тăрать — районти ветерансен хорĕ черетлĕ концерт умĕн репетици ирттерет. Сцена авăннăн, стенасем чĕтреннĕн туйăнаççĕ. Иртен-çÿрен пултарулăх çуртне кĕрсе алăка уçа-уçа тинкерет. Ларсах курĕччĕç те — вăхăчĕ васкатать-çке.

"...Пурнăçра çул кăтарттăр ватти,
Ватă çынсăр килте мĕн латти?”
юрă гимн вырăннех шăранать. Сăввине Н. Ершов çырнă, кĕвви — Алманч вăтам шкул директорĕн О. Дмитриевăн.

Паянхи кун районти ветерансен хорне 25-е яхăн çын çÿрет. Унăн 10 çулхи юбилейĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Репертуар çуллен çĕнелсе, пуянланса пырать. Халĕ унта 30 номер. Ĕлĕкхи кĕвĕсем те, çĕнĕ юрăсем те янăраççĕ сцена çинчен, вырăсли те, чăвашли те.

"Ай, илемлĕ тăван ялăн урамĕсем,
Ик айккипе ларса тухнă кил-çурчĕсем” —
çĕкленÿллĕн те илемлĕн шăранать Н. Карлинăн (сăвви те унăн) юрри. "Килччĕ, тусăм, хăнана” (кĕвви А. Орлов-Шуçăмăн) та питĕ хаваслă янăраканскер иккен — чун канать. Кун пеккисем сахал мар программăра.

Çамрăклăхри юрăсем те манăçман-ха: "Над окошком месяц”, "Не забывай” — юрăçсен ăсталăхне палăртаççĕ. Паянхи яш-кĕрĕме те вĕсем килĕшÿллĕ. Патриотла юрăсене — "Ой, туманы мои, растуманы!”, "Салтак амăшĕ” — юрланă чухне куçсем шывланаççĕ, чĕресенче паттăрлăх туйăмĕ вăранать. Ватăсен хорĕн концерчĕсем вăл е ку сюитăпа (юрăсен пуххипе) вĕçленеççĕ. Вăйă картинче кĕвĕ те янăрать, ташă çаврăмĕ те илем кÿрет ăна.

Хор нумай сасăпа юрлать: сопрано, альт, бас тата тенор. Çакăн пек юрлани юрăна хăват парса çунатлантарать, куракана тĕлĕнтерсе, хумхантарса вăй хушать. Пĕр хума лексессĕн куракан та юрласа ярать хăш-пĕр чух.

Цивилизаци аталанăвĕ паянхи пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ. Çак тапхăрта чылай пултарулăх коллективĕсем саланса кайрĕç. Анчах та ку пулăм пире пырса тивмерĕ. Ветеран-юрăçсем ялтан яла тухса халăхпа тĕл пулаççĕ, кÿршĕ районсемпе те çыхăну çук мар. Çĕрпÿсем тăтăшах чĕнеççĕ ав. Санаторисенчи ("Вега”, "Чувашия”) халăх та савăнса киленет ватăсен пултарулăхĕпе. Шупашкар вара çулленех дипломсемпе ăсатать ăна. Çулталăк вĕçлениччен Вăрмар тăрăхне çитсе курасшăн.

— Юрлас килет-çке ман, ĕç тунă чухне те юрăсăр пурăнаймастăп, — тет ĕç ветеранĕ Ю. Молокина.

— Юрласа çеç вĕренеп халь сăвва, — ăшшăн сăмахлать манпа В. Петрова. — Пăрахас тетĕп те репетицисене — пултараймастăп. Чунăм ăса итлемест пулĕ çав.

— Ĕç-пуç лăк тулли килте, çапах коллектива хăвараймастăп, — калаçăва хутшăнать В. Антонова. — Пĕрле чух çĕнĕ хыпар пĕлни те аван.

— Мăшăрăмпа, Ольга Афанасьевнăпа, килте те, клубра та юнашар эпир-юрлама юрататпăр. "Трак ен” фольклор ушкăнĕпе те çыхăнусем çирĕп, — кăмăллăн пĕлтерет Л. Григорьев.

— Хурлăх килсе çапрĕ пирĕн çемьене. Икĕ çул çÿреймерĕм хора, — чунне уçать Е. Иванова. — Юрăпах чĕрене çемçететтĕм çав.

— Килте пăчланса ларни ватăлма май парать çеç. Пултарулăх çурчĕ çывăхра, пылчăк çăрса çÿрес çук, — яланхи пекех илемлĕн кулса калаçăва хутшăнать Е. Железина.

Эпĕ хам та кун-çулăма юрласах ĕмĕрлетĕп, ветерансен хорĕнче сассăмпа куракансене савăнтарас тетĕп.

Юрă-кĕвĕ ăстисем хушшинче сăвăç-композиторсем пурри коллектив хăватне çĕклет. Акă, П. Федоровпа Л. Григорьев хăйсен хайлавĕсемпе тулли кăмăлпа паллаштараççĕ. Ю. Романов вара хăй кĕвĕленĕ юрăсене хут купăспа выляса савăнтарать. Хам кĕвĕленĕ юрăсем те янăраççĕ хорта. Г. Сергеев кулăш ăстин хайлавĕсене итлесен куракансем вар тытса кулаççĕ. Пĕччен те аван юрлать вăл.

Арçынсен ушкăнĕн сасси епле янăравлă, аслати евĕр кĕрлесе тăрать. П. Федоров, А. Алексеев, Л. Григорьев, Г. Сергеев, А. Андреев тата П. Тимофеев шурă шупăр тăхăнсан таса Турă çыннисем евĕр туйăнаççĕ. "Макăрса юлать Самар шывĕ” (салтака ăсатни), "Анне, сана шырарăм” юрăсенчи сăмахсем кураканăн куçĕнчен куççулĕ кăлараççĕ.

"Ты скажи мне, яблонька”, "Каçа юлнă куккук сасси” юрăсем вара чунра лăпкăлăх кÿреççĕ. Вĕсене хĕр арăмсен ушкăнĕ (17 çын) шăрантарать. Хамăр тăрăхри композиторсен — Г. Алексеев-Яманак, О. Дмитриев юррисем те вырăн тупнă репертуарта.

Çитĕнÿ коллектива ертсе пыракантан та нумай килет. Ветерансен хорне чылайранпа ĕнтĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев ертсе пырать.

— Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени çитĕнÿ кÿрет, — йăл кулать килĕшÿллĕ сăн-питпе Анатолий Петрович. — Ветерансем юрăсен партийĕсене питĕ хăвăрт вĕренеççĕ. Ялан илемлĕ вĕсем — сцена çине тухсан пăхса тăранаймастăн. Сывлăхĕсем кăна çирĕп пулччăр. Чăваш, вырăс тумĕсем хор шайне çÿле çĕклеççĕ.

— Ушкăнра ватлăха туймастпăр, — теççĕ кăмăлĕ тулнă юрăçсем. — Уявсене пĕрле ирттеретпĕр, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿретпĕр, экскурсисенче пулатпăр, спектакльсене кайса куратпăр. Ялан эпир çул çинче тесен тĕрĕсех те пулĕ. Пĕрлĕхре — вăй!

— Ветерансем — тимлĕ, таса чунлă çынсем, — вĕçлет калаçăва халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ертÿçи О. Дуйсембаева. — Вĕсем халăхшăн ырă ĕç тăваççĕ. Малашне те телейпе ăнăçу, тулли ăраскал, канлĕ ватлăх, хаклă çыннăмăрсем.

В. Рудникова
Миçе çын пăхнă: 692 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024