Красноармейскинчи халăх пултарулăхĕн çурчĕ кĕрлесе-янраса кăна тăрать — районти ветерансен хорĕ черетлĕ концерт умĕн репетици ирттерет. Сцена авăннăн, стенасем чĕтреннĕн туйăнаççĕ. Иртен-çÿрен пултарулăх çуртне кĕрсе алăка уçа-уçа тинкерет. Ларсах курĕччĕç те — вăхăчĕ васкатать-çке.
"...Пурнăçра çул кăтарттăр ватти,
Ватă çынсăр килте мĕн латти?”
юрă гимн вырăннех шăранать. Сăввине Н. Ершов çырнă, кĕвви — Алманч вăтам шкул директорĕн О. Дмитриевăн.
Паянхи кун районти ветерансен хорне 25-е яхăн çын çÿрет. Унăн 10 çулхи юбилейĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Репертуар çуллен çĕнелсе, пуянланса пырать. Халĕ унта 30 номер. Ĕлĕкхи кĕвĕсем те, çĕнĕ юрăсем те янăраççĕ сцена çинчен, вырăсли те, чăвашли те.
"Ай, илемлĕ тăван ялăн урамĕсем,
Ик айккипе ларса тухнă кил-çурчĕсем” —
çĕкленÿллĕн те илемлĕн шăранать Н. Карлинăн (сăвви те унăн) юрри. "Килччĕ, тусăм, хăнана” (кĕвви А. Орлов-Шуçăмăн) та питĕ хаваслă янăраканскер иккен — чун канать. Кун пеккисем сах
...
Малалла вула »