Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2017 » Юпа » 4 » ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн тĕллевĕсемпе ĕçĕсем
ЧНКан Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн тĕллевĕсемпе ĕçĕсем
19:16
Сăн ÿкерчĕк

ЧНК Красноармейскинчи уйрăмĕ 2013 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Çак уйрăм йĕркеленни Трак тăрăхĕнче пурăнакан çынсене чăвашлăха туйса тăма, çепĕç те илемлĕ чĕлхепе уççăн калаçма, чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене тытса пыма, ĕмĕртен пыракан халăх юррисене асра тытма, чăваш çыннин ырă енĕсене (ĕçченлĕхне, ăсталăхне, тараватлăхне, сăпайлăхне, пултарулăхне, тăрăшулăхне) малалла та аталантарса пыма, çамрăксене халаллама хистет, хамăрăн çĕр çинчи тивĕçе туйса тăма пулăшать, яваплăха ÿстерет, курăмлă ĕçсем тума хавхалантарать. Çакна тĕпе хурса асăннă уйрăм тăваттăмĕш çул ĕнтĕ хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать.

Тĕслĕхрен, 2014 çулта Культура çулталăкне халалласа чылай сумлă та пархатарлă уявсем, конкурссем, фестивальсем иртрĕç. Вĕсенчен чи паллăраххи – «Халăх юрри – чун уççи» фольклор фестивалĕ.

«Халăх юрри – халăх чунĕ», – тенĕ ваттисем. Мĕн ĕлĕкрен чăваш çынни юрă-кĕвĕпе туслă пулнă. Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те юрланă вăл: сăпка сиктернĕ-и, ĕçленĕ-и, вăййа тухнă-и, улах ларнă-и, туй тунă-и, салтак ăсатнă-и, кĕрекере хăналаннă-и… Чуна хуйхă-суйхă пуссан та – юрăпа пусарнă. Чăваш çынни çут çанталăкпа çын пурнăçне сăнласа паракан юрăсем шутласа кăларнă, вĕсене халăх хушшинче сарнă, ĕмĕр тăршшĕпе юрласа-упраса паянхи куна çитернĕ. Халăх юррисем хăйсен шухăшĕпе те, кĕвви-çеммипе те чуна çывăх. Халăх юррисене пур çын та юрлама пултарать.

«Халăх юрри – чун уççи» фольклор фестивальне Трак енре пурăнакан, халăх юррине кăмăллакан, юрлама юратакан çынсем пурте те хутшăнма пултарчĕç. Чăннипех те вăл «чун уççи» уявĕ пулчĕ. Ăна ирттерни, унта хастар хутшăнни вăл Трак ен çыннисем пуян чун-чĕреллĕ пулнине, чăваш халăхĕн культурине хисепленине, юрри-сăввине юратнине, чи çемçе те илемлĕ чĕлхине упраса пурăннине пĕлтерет.

«Чăваш чĕлхи, янăра!» сăвăçсен конкурсĕ ЧНК районти уйрăмĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ пуçарнипе иртрĕ. Унта чăваш поэзине кăмăллакан, хăй тĕллĕн сăвă-калав çырма пултаракан шкул ачисемпе аслисем хастар хутшăнчĕç.

«Упрар тăван чĕлхемĕре!» сочиненисен конкурсĕ те ЧНК районти уйрăмĕ, районти тĕп библиотека сĕнĕвĕпе иртрĕ. Ку тупăшăва та шкулсенче вĕренекенсем, Трак енри тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлекенсем хутшăнма пултарчĕç. Çĕнтерÿçĕсен чăваш чĕлхи илемлĕхне, çепĕçлĕхне палăртса, вăл пирĕн асатте-асаннемĕрсен чĕлхи пулнине çирĕплетсе, вăл малашне те уççăн янăрасса шанса-ĕмĕтленсе çырнă сăввисемпе шухăшлав сочиненийĕсем районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра кун çути курчĕç.

2015 çулта та Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ курăмлă та пархатарлă ĕçсем сахал мар туса ирттерчĕ. Палăртнă ĕçсем ытларах Литература тата Константин Иванов çулталăкне, Красноармейски районне йĕркеленĕренпе 80 çул тата Аслă аттелĕх вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланисем пулчĕç. Паллăраххисене асăнса хăварас пулсассăн çаксене палăртма пулать: шкул ачисемпе аслисем хушшинче сăвă çыракансен «Чĕререн тухакан сăмахсем» конкурсне тата «Мухтавлă ентешсем» сочиненисен конкурсне ирттерни, «Трак енĕн литература тĕнчи» курав-экскурси йĕркелени, К.Иванов çулталăкне халалласа шкулта вĕренекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен «Сентти çăлтăрĕ» конкурсне ирттерни, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем хушшинче К.В.Иванов çулталăкне халалланă уçă уроксен фестиваль-конкурсне тата «К.В.Иванов поэмине вулатпăр» ятпа «Нарспи» поэмăна илемлĕ вулакансен конкурсне йĕркелесе ирттерни, «Трак ен каччи» тата «Трак ен пики» конкурссем йĕркелени, Чăваш чĕлхи кунне халалласа ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисене «Туслăх кăшăлĕ» сăвă-юрă фестивальне хутшăнтарни, Литературăпа К.Иванов çулталăкне тата Чăваш халăх поэчĕн, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕн Юрий Сементерĕн пултарулăхне халалласа шкул ачисем хушшинче юратнă ентеш-поэтăмăрăн сăввисене илемлĕ вулакансен «Сăввăмçăмсем, шăнкăртатса шăранăр…» конкурсне йĕркелесе ирттерни, чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарса тĕпченĕ Иван Патмар паллă фольклорист çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем «Патмар вулавĕсем» тата шкул ачисем хушшинче «Халăх ăслăлăхĕн çÿпçи иксĕлми» вăйă-конкурс ирттерни, Чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Нарспи» поэма тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсен «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен…» конкурсне ирттерни, ЧНК Трак тăрăхĕнчи уйрăмĕн пайташĕсем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Хавал» ушкăн (ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров) Тутарстан Республикинчи Нурлатри чаплă Уявра пулса курни.

2016 çулта та тумалли ĕçсем сахал мар пулчĕç. Ĕç çынни çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Çын ĕçпе илемлĕ» сăвă çыракансен конкурсне тата «Ĕçчен çынна ял савать» сочиненисен конкурсне ирттерни, шкулта вĕренекенсем хушшинче илемлĕ вулакансен «Пăрчăкан» конкурсне йĕркелесе ирттерни, районти краеведени музейĕнче Ĕç çынни çулталăкне халалласа «Трак енĕн ĕçчен çыннисем» курав-экскурси йĕркелени, Красноармейскинче 2016 çул Элли Юрьев çулталăкĕ пулнă май, талантлă ентеш-художника халалласа шкул ачисем хушшинче «Улăп – 2016» Интернет викторина тата çемье гербĕсен конкурсне ирттерни, Чăваш чĕлхи кунне халалласа ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем хушшинче «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль йĕркелесе ирттерни, Трак енĕн мухтавлă çыннин, Николай Ершов сăвăçăн пултарулăхне халалласа шкул ачисем хушшинче юратнă ентеш-поэтăмăрăн сăввисене илемлĕ вулакансен «Кашни сăмахĕ – чун хĕлхемĕ» конкурсне чыслăн ирттерсе яни – чăннипех те тухăçлă та кăмăллă пулчĕ. Кашни уявăн хăйĕн тĕллевĕ, хăйĕн илемĕ, хăйĕн пĕлтерĕшĕ, хăйĕн хутшăнаканĕсем, хăйĕн çĕнтерÿçисем.

Çак ырă ĕçсене йĕркелесе ирттерме пулăшаканĕсем: районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ, районти тĕп библиотека, районти Культура çурчĕ, районти краеведени музейĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, «Трак ен» ентешлĕх, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ, район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса, пĕр тĕллевлĕ пулса, тивĕçе туйса тунă ĕç тухăçлă пулатех.

2017 çулхи ĕç планне илес пулсассăн, паян кунччен мĕн-мĕн тума палăртнă – йăлтах ĕçе кĕртсе пынă: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхпе пĕрле ентеш-поэта халалласа «Янкас вулавĕсем» конференци йĕркелесе ирттернĕ, регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, Амăшĕ тата Ашшĕ çулталăкне халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче «Чи юратнă çыннăмсем» сăвă çыракансен конкурсне тата «Атте-аннерен хакли çук» сочиненисен конкурсне ирттернĕ,

Экологи çулталăкне халалласа «Тăван тавралăх илемĕ» тата «Трак енĕн паллă вырăнĕсем» сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ, Василий Васькин ентеш-поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче «Улăп – 2017» Интернет викторина тата Гурий Дубров ентеш-поэтăн сăввисене илемлĕ вулакансен конкурсне ирттернĕ, Чăваш чĕлхи кунне халалласа ача садне çÿрекенсемпе шкул ачисем хушшинче «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль йĕркелесе ирттернĕ.

Çитес вăхăтра тумалли ĕçсенчен сумлăраххисем вара çаксем: Экологи çулталăкне халалласа шкул ачисем хушшинче «Çут çанталăка упрар» ÿкерчĕксен конкурсне ирттересси, Трак тăрăхĕнчи паллă сăвăçăн Николай Ершов-Янгерăн юбилей каçне йĕркелесси. Сăмах май каласан, Николай Гаврилович Ершов – Раççей журналисчĕсен, Чăваш писателĕсен союзĕсен тата композиторсен ассоциацийĕн, наукăпа ÿнер халăх академийĕн членĕ, музыка обществин тата чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ. Ăна Михаил Шолохов, Муса Джалиль, Федор Павлов, Андриян Николаев ячĕллĕ ятарлă медальсемпе чысланă. Вăл Нестер Янкас, Алексей Талвир, Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, пĕтĕм чăвашсен Иван Яковлевич Яковлев ячĕллĕ наци премине тивĕçнĕ.

Николай Ершова Чăваш Республикин культура министерствин, Раççей журналисчĕсен союзĕн, Чăваш наци конгресĕн, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн, творчество пĕрлĕхĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Вăл «Красноармейски районĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Красноармейски ял тăрăхĕн «Хисеплĕ гражданинĕ», Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн пайташĕ. 15 кĕнеке авторĕ, унăн сăввисемпе вырăнти композиторсем 150 ытла юрă кĕвĕленĕ. Пултаруллă сăвăçă юпа уйăхĕнче 75 çул тултарать.

ЧНК Красноармейскинчи уйрăмĕ туса ирттерекен ĕçсем пуян шухăшлă та усăллă. Вĕсене йĕркелекенсем вара – ЧНК уйрăмĕн пайташĕсем. Вĕсем – районта чăвашлăха аталантарассишĕн, шкул ачисемпе аслисен пултарулăхĕпе ăсталăхне ÿстерсе пырассишĕн, тăван чĕлхе хăвачĕпе мăнаçлăхне ÿстерессишĕн хастар та тăрăшуллă ĕçлекен çынсем.

Чăваш чĕлхи – çепĕç, янăравлă, илемлĕ, мăнаçлă чĕлхе. Чăваш чĕлхи – пирĕн асатте-асанне, атте-анне чĕлхи, мăнаçлă та хăватлă Иван Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕр чĕлхи, хĕрÿ чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши поэтăмăр чĕлхи, хисеплĕ те мухтавлă Андриян Николаев космонавтăмăр чĕлхи, пуян та аслă чун-чĕреллĕ Геннадий Волков ăсчахăмăр чĕлхи.

Çак кăмăллă та сăваплă чĕлхепе яланах пĕр-пĕринпе уççăн та ăшшăн калаçар, çывăххăн туслашар, хаваслăн юрлар, сăвăсем çырар, тăван чĕлхемĕре чунтан юратар, хисеплер, чыслăн упраса пурăнар, ĕçченлĕхе ÿстерсе пырар, пур ĕçре те хастар пулар.

 Чăваш наци конгресĕн Красноармейскинчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова

Миçе çын пăхнă: 496 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024