Николай Пантелеймонов Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланнăранпа çулталăк та çитеймен-ха. Апла пулин те çак хушăрах вăл ял çыннисен шанăçне çĕнсе илчĕ. Акă Николай Геннадьевич тăрăшнипе тĕп усадьбăри культура учрежденине тĕпрен юсарĕç, 1325 пин тенкĕлĕх ĕçсем турĕç. Çамрăксен пуçарăвĕпе ун тавра тимĕр карта тытрĕç. Çирĕклĕре 170 метр тăршшĕ хытă сийлĕ çул (300 пин ытларах тенкĕлĕх) сарчĕç. Ял çыннисене явăçтарса Танăш ялĕнчи пĕвене йĕркене кĕртрĕç. Асфальт çул хĕррисемпе кĕркунне 1300 тĕп йывăç лартса хăварчĕç. Ялта шкул уçнăранпа 150 çул çитнĕ май парк уçрĕç. Хăйсен мухтавлă ентешĕн, Чăваш Ен халăх ÿнерçин, республика Гербĕпе Ялавĕн авторĕн Элли Юрьевăн музей-ÿкерчĕксен галерейине пуянлатассипе те чылай вăй хучĕç. Урамсене тирпей-илем кĕртессипе те сахал мар тимлерĕç. Халĕ нумай ачаллă çемьесене (вĕсем 6) çĕрпе тивĕçтерессипе ĕçлеççĕ. Ырă кашни ĕçĕн пуçаруçи — ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Николай Геннадьевич — яманаксем. 45 çулта. Вăтам пĕлÿ илсен, Вăрмарти автошкулта водителе вĕреннĕ. Çартан таврăнсан, Чул хулари автотранспорт техникумĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă, пуçлăха суйланиччен котельнăйра газооператорта тимленĕ. Вăл тем тума та пултарать: сварщик та, платник те, слесарь те хăех. Ылтăн аллин ырă йĕрĕ ялта çавăрнă капмар çуртĕнче те пур. Тĕреклĕ хуçалăх Пантелеймоновсен. Мăшăрĕпе — "Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçинче тимлекен Алина Васильевнапа — выльăх-чĕрлĕх те самаях усраççĕ, вĕсене валли утă, хĕл кунĕсенчи сĕтеле пуянлатма çĕр улмипе пахча çимĕç ытлăн-çитлĕн туса илеççĕ. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те ĕçе юратса çитĕнчĕç. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр Пантелеймоновсен. Ывăлĕсем — Алексейпа Евгений — студентсем, пĕри — И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, тепри Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пĕлÿ илеççĕ. (Евгений ав каникул кунĕсенче яла тирпей-илем кĕртме те хастар хутшăнчĕ). Вĕсем те, Алина Васильевнапа Николай Геннадьевич евĕрех, обществăлла ĕçе хутшăнмасăр тăма пултараймаççĕ, спортпа та туслă. Диана та, Трак вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекенскер, çăмăл атлетикăна, йĕлтĕр спортне кăмăллать. Пантелеймоновсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнсе илнĕ дипломсемпе медальсем темĕн чухлех. Кăçал вĕсем "Çулталăкри çемье -2012” районти конкурсра палăрса республикăрине хутшăнма тивĕçрĕç. Кунта та финала тухнă 28 çемье хушшинче чи лайăххисен йышне кĕчĕç, "Туслă çемье” номинаци çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç, Чăваш Республикин Сывлăх тата социаллă аталану министрĕн А. В. Самойлован тав сăмахне, дипломпа парнене тивĕçрĕç. |