Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ тăваттăмĕш ларăвĕ иртрĕ. Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райцентрти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, райадминистраци пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем çакăн пек кун йĕрки çирĕплетрĕç: 1. Красноармейски районĕн 2011 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен. 2. 2011 çулта Республика кунне Красноармейски районĕнче ирттерме ирĕк çĕнсе илмелли конкурса хутшăнассине ырласси çинчен. 3. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕн 2011 çул валли ĕçсен планĕ çинчен. 4. 2011 çулта районăн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă планне (программине) улшăнусем кĕртесси çинчен. 5. Район администрацийĕн административлă комиссийĕн йышне çирĕплетесси çинчен. 6. Муниципаллă служащисене, вĕсем вырăнти влаçăн (вырăнти хăй тытăмлăхăн), Чăваш АССРĕн, Чăваш ССРĕн, Чăваш Республикин органĕсенче должноçсем йышăннă çынсене нумай çул ĕçленĕшĕн пенси тÿлес, вăл йĕркене çирĕплетес, çĕнĕрен шутласа парас тата тÿлес çĕрти муниципаллă нормативлă право акчĕсенче хушăмсем кĕртесси çинчен. 7. Тĕрлĕрен. 8. Наградăсем парасси çинчен. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн заведующийĕ Р. Николаева, иккĕмĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров, виççĕмĕшпе район пуçлăхĕ В. Григорьев, тăваттăмĕшпе райадминистрацин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕ В. Петров, пиллĕкмĕшпе улттăмĕш ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайĕн ертÿçи Л. Артемьев тухса калаçнă. Ларура çиччĕмĕш ыйту чи çивĕччи пулнă. Ку вăл юлашки вăхăтра район центрĕнче нумай хутлă çуртсенчен пухăнакан çÿп-çапа çакна валли ятарласа уйăрнă вырăна турттарса тухманнипе тÿрремĕн çыхăннă. Çавна май февралĕн 23-мĕшĕнчен тытăнса çÿп-çап тăкма лартса панă тимĕр контейнерсем унпа тулса ларнă, вĕсенче хуçасăр йытă-кушак вырăн тупнă, çиллĕ çанталăкра тĕрлĕрен хут, пластикран хатĕрленĕ пылак шывпа сăра кĕленчисем, ытти ăпăр-тапăр урамсем тăрăх саланаççĕ. Камра-ши айăпĕ? Çакă вăл "Управляющая компания "ЖКХ Красноармейского района" ОООпа "Полигон" ООО пĕр чĕлхе тупайманнинче. Пĕрремĕшĕ (тÿлев хакĕ пысăк тесе) палăртнă укçана тÿлеме тăхтаса тăрать, иккĕмĕшĕ тÿлеве пĕтĕмпех татмасăр ĕçе тытăнмасть. Çивĕч калаçу пĕр сехет ытла тăсăлчĕ. Унта ку ыйтупа вунă ытла çын тухса калаçрĕ. Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ, икĕ ене сĕтел хушшине тепĕр хут ларса, калаçса татăлса, çак ыйту çинче пăнчă лартма сĕнчĕ. Ыйтăва татса параймасан урăх мелсем шырама пулчĕ. Депутатсем наградăсем парас ыйтăва пăхса тухрĕç. Вĕсем пур ыйтупа та, çиччĕмĕшсĕр пуçне, йышăнусем турĕç. Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен обществăлла тренера, "Чул хула трансгаз Газпром" обществăн филиалĕн — Заволжски ЛПУМГăн" пушар хуралĕн уйрăмĕн ĕçченне А. Григорьева Раççей МЧСĕн кăкăр çине çакмалли наградипе чысларĕ.
|