Трак тăрăхĕнче вырма ĕççи хĕрсех пырать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх паянхи кун тĕлне 1456 гектар çинче тĕш тырă вырса тата çапса илнĕ. Вăл кăçалхи типĕ çанталăкра упранса юлнă лаптăкăн 31 проценчĕ пулать. Кĕрхи тĕш тыррăн пĕтĕмĕшле лаптăкне илес пулсан, унăн 91 процентне çапса илнĕ те ĕнтĕ. Уй-хирте пĕтĕмпе 22 комбайн ĕçлет. Тырпула пухса кĕртессипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пырать. Фермерсем тата коллективлă хуçалăхсем çапса илнĕ лаптăксенчи улăма çийĕнчех урана хываççĕ. Улăма пĕтĕмпе 995 гектартан пухса хунă. Улăмран пушаннă лаптăксенчен 230 гектарне сухаласа пăрахнă. Выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарассипе те тимлеççĕ трак енсем. Ку таранччен 1850 т утă (67,6%), 4220 т сенажа (95,5%), 2380 т силос (37,2%) хатĕрленĕ. Килес çулхи тырпул шăпи çинчен те манмаççĕ красноармейскисем. Кĕр тыррисем акса хăварма 1806 га çĕр хатĕр те ĕнтĕ.
|