Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2018 » Раштав » 29 » Энциклопединче — Трак енĕн тулли пурнăçĕ
Энциклопединче — Трак енĕн тулли пурнăçĕ
22:32
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски районĕн çĕнĕ энциклопедийĕ тухнине “Ял пурнăçĕнче” вуласа пĕлсенех ăна туянма районти тĕп вулавăша çул тытрăмăр. Ăна туянса “пуян çынсен” шутне кĕтĕмĕр. Халĕ вăл хамăр килĕн залĕнче тĕп вырăн йышăнса выртать. Алла илсенех çав тери пуян та паха кĕнеке пулнине ăнлантăмăр. Энциклопедие район çыннисем тахçаннах чăтăмсăррăн кĕтнине пурте пĕлеççĕ. Вăл — кашнине кирлĕ кĕнеке. Уйрăмах ăна шкулта тăван ен культурине вĕрентекенсем кĕтрĕç, паха продукцие кĕтсе илчĕçех. Хамăр тăван район историне, паянхи пурнăçа пур енлĕ çутатни кашни вулакана савăнтарать. Трак тăрăхĕ ĕçчен, пысăк тавра курăмлă, пултаруллă çынсемпе питех те пуян. Çакна энциклопедине алла тытсан уйрăмах аван туйса илетĕн. Энциклопеди вĕçĕнче хушса панă литература тĕрлĕ енлĕхĕпе савăнтарать, унăн пĕлтерĕшне татах пуянлатать. Кунта Георги хĕресне, СССР тата Раççей Федерацийĕн орденĕсене илме тивĕç пулнисен списокĕсене вырнаçтарнă. Чечен Республикинчи тата Çурçĕр Кавказри юнлă тытăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнă ентешсен списокĕсене пичетленĕ. Афганистан вăрçи те пирĕн тăрăхри çамрăксен пурнăçĕнче пысăк йĕр хăварнине пурте пĕлетпĕр. Çак туллă-сăртлă çĕршывра çапăçнă, тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ яшсен тулли списокĕпе те паллашма пултаратпăр. Вĕсем пирĕн сахал маррине пурте пĕлетпĕр. Хушса панă çак материалсем энциклопедин хакне, пĕлтерĕшне татах ỹстереççĕ. Эпир сире пурне те Красноармейски районĕн энциклопедине туянма сĕнетпĕр. Вăл кашни килтех пултăр. Çĕнĕ çул уявне килнĕ тăванăрсем те унпа паллашма пултарччăр, унта кĕнĕ ентешсемпе мухтанччăр.

Татьянăпа Михаил Викторовсем.

Миçе çын пăхнă: 295 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024