Фоторепортаж
Видеорепортаж
Чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, эрнекун Шупашкарта, Чăваш наци библиотекин тавра пĕлỹ пайĕн вулав залĕнче районăн çĕнĕ энциклопедийĕн (вăл пичетрен тухни, ăна халăх хушшинче сарма тытăнни пирки район хаçатĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ) презентацийĕ иртрĕ. Ăна районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ В. Архипова уçрĕ. Вера Севастьяновна энциклопеди 700 ытла страницăран тăни, унта 2300 ытла статья, çавăн пекех 870 ытла сăн ỹкерчĕкпе иллюстраци тата карта пулни, тиражĕ 1500 экземплярпа танлашни çинчен пĕлтерчĕ, ку ĕçе “Трак ен пуянлăхĕ” тесе хакларĕ, район администрацийĕн социаллă тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхне Р. Осиповăна сăмах пачĕ. Рена Михайловна пухăннисене ырă пулăмпа ăшшăн саламларĕ, энциклопедине ха
...
Малалла вула »