Фоторепортаж
Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче «Раççей чăваш пики – 2018» конкурс иртрĕ. Тутарстан, Тюмень тăрăхĕсенчен тата Чăваш Ен районĕсенчен конкурса пурĕ 18 пике хутшăнчĕ. Хĕрсен хушшинчи ăмăрту-тупăшу кăçал Чăваш наци конгресĕн «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулчĕ.
Уява Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тата ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уçрĕç. Вĕсем чипер те хастар пикесене чаплă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, конкурсра хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне пур енлĕн кăтартма ăнăçу сунчĕç. Чи малтанах уява пухăннисене Алексей Шадриков эстрада юрăçи хаваслă юрă парнелерĕ.
Хĕрсем вара пĕри тепринчен хитре, кăмăллă, пултаруллă. Вĕсем хăйсен вăй-халне пилĕк тĕрлĕ тупăшура тĕрĕслесе пăхрĕç: хăйсем çинчен каласа парасси, пултарулăха кăтартасси, чăваш апат-çимĕçне хатĕрлесе килсе ун çинчен каласа парасси, ăс-тăн конкурсĕнче ыйтусем çине хуравласси тата чăваш тумĕн илемне кăтартасси.
Жюри членĕсем хушшинче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президиум пайташĕ Юрий Зорин, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров, ГТРК «Чувашия» шеф-редакторĕ Владимир Тимофеев, иртнĕ çулсенчи «Чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçисем тата ытти сумлă çынсем пулчĕç. Вĕсем хĕр-пикесен ăсталăхĕпе пултарулăхне хак парса пĕтĕмлетÿ турĕç.
«Раççей чăваш пики – 2018» чаплă ята Канаш районĕн пики Лидия Пуганова çĕнсе илчĕ. «Вице Раççей чăваш пики» ята – Куславкка хĕрĕ Ангелина Мотова, «Чи ăслă та вичкĕн пике» ята Тутар Республикинчи Элмет районĕнчен килнĕ Карина Туктамышева тивĕçрĕç. Муркаш районĕнчи Елена Григорьева – «Чи хÿхĕм пике», Тăвай пики Анастасия Моисеева – «Куракансем кăмăлланă пике», «Чи тарават пике» – Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ Алена Портнова, «Чăваш Ен тулашĕнчи чи пултаруллă пике» – Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ Екатерина Степанова пулчĕç. Конкурса хутшăннă пур пикене те дипломсемпе парнесем парса чыс турĕç.
Трак ен тăрăхĕнчен асăннă конкурса Анна Никифорова хутшăнчĕ. Вăл сцена çинче хăйне тивĕçлипе кăтартрĕ. Чăвашла тĕрĕс те илемлĕ калаçни, хăйне сăпайлă тыткалани, чăваш ташшине çаврăнăçуллă ташласа кăтартни, ыйту çине тĕрĕс хурав пани, чăваш апачĕ – хуплу çинчен сăвăласа каласа пани, чăваш çипуçне ăста кăтартни – йăлтах унăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ иксĕлми пулнине кăтартса пачĕ. |